Понедельник, 7 октября

Опека органĕсенчен ирĕк илмелле

Опека органĕсенчен ирĕк илмелле

Пирĕн республикăра 18 çула çитмен 115 пин ытла куçман пурлăх харпăрçи шутланать. Хăшĕсен харпăрлăхра — хваттер, хăшĕсен — уйрăм çуртăн е хваттерĕн пĕр пайĕ, теприсен вара хваттер те, участок та, садри çурт та пур. Вĕсем пурте куçман пурлăх объекчĕсен тулли праваллă харпăрçисем шутланаççĕ. Паллах, çул çитменнисем çак объектсене сутма-туянма пултараймаççĕ, çакна вĕсемшĕн ашшĕ-амăшĕ тăвать.
Анчах хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ суту-илÿ килĕшĕвĕсем çырнă чухне ачисен интересĕсене шута хумасть, вĕсене сиен кÿрет. Çакăн пек ан пултăр тесе опека тата попечительлĕх органĕсене туса хунă.
Çемье тата Граждан кодексĕсем тăрăх, куçман пурлăх объекчĕсене сутнă çĕре 18 çул тултарманнисем те хутшăнаççĕ пулсан, опека тата попечительлĕх органĕсенчен ирĕк илмелле. Вĕсем çакăн пек килĕшÿсем тунă çĕрте çул çитменнисен прависене хÿтĕлеççĕ. Енчен те çак органсем ирĕк памасан, хваттере сутни-илнине регистрацилемеççĕ.
Енчен те хальхи вăхăтра ача хăйĕн хваттерĕнче пурăнмасть, урăх хваттерте пропискăра тăрать пулсан та /урăх регионта е урăх патшалăхра пулсан та/ çакăн пек ирĕк паракан хут кирлĕ. Прописка харпăрлăх прави çине витĕм кÿмест.
Çак мерăсене ахальтен шутласа кăларман. Пурнăçра тĕрлĕ тĕслĕхсем пулаççĕ. Сăмахран, яваплă ашшĕ-амăшĕ ултавçăсен аллине çакланса хваттере сутасшăн пулать, е ашшĕ-амăшĕ ачан интересĕсене шута илмесĕр унăн пурăнмалли çурт-йĕрне сутса хăйĕн укçа-тенкĕ йывăрлăхĕсене татса пама шутлать. Çавăн пекех ăнăçсăр çемьесенче те хваттере çухатас хăрушлăх пур. Апла пулсан, опекăпа попечительлĕх органĕсем ахальтен мар çурт-хваттер сутнă-илнĕ чухне тимлеççĕ.
Унсăр пуçне асра тытăр: ачасен куçман пурлăхне сутас тенине нотариус патĕнче çирĕплетмелле.
М. ИВАНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *