Ĕçне кура хисепĕ

Ĕçне кура хисепĕ

Аркадий Ефремов 1967 çулта Йăлмахва ялĕнче Клавдия Андреевнăпа Анатолий Петрович Ефремовсен çемйинче çуралнă. Улттăн пĕртăван ÿснĕ вĕсем: пурте ывăлсем, Аркадий — чи кĕçĕнни. Ашшĕпе амăшĕ ывăлĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма, çынна хисеплеме вĕрентнĕ.
Ачалăхĕ Аркадийĕн ытти ачасенни пекех иртнĕ. Çуллахи вăхăтра колхоз уйĕнче çум çумланă, утă-улăм пуçтарнă, ытти юлташĕсемпе пĕрле йĕтем çине тырă аллама çÿренĕ.
1984 çулта Хирти Мăнтăр вăтам шкулне пĕтернĕ хыççăн каччă пĕр вăхăт тăван хуçалăхра ĕçленĕ. Ун чухне колхозра ĕçлекенсене чылайăшне Чулхулана машинăсем тăвакан завода ĕçлеме янă. Аркадий те нумай шухăшласа тăмасăр çак хулана ĕçлеме тухса кайнă.
1985 çулта çар комиссариачĕ Канаш хулинчи ДОСААФа шофера вĕренме янă ăна. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн унăн çĕршыва сыхлама ят тухать. Салтак тивĕçĕсене вăл Германи çĕрĕнче пурнăçлать. Салтакран таврăнсан ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрет. Лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтерсен Шупашкарта пушара хирĕç кĕрешекен службăна ĕçе вырнаçать. Унта вăл 26 çул хушши вăй хурать. «Ĕçне кура хисепĕ», теççĕ. Чăнах та, ĕçри тăрăшулăхне кура Аркадий Анатольевича нумай Хисеп хучĕпе, медальсемпе наградăланă.
Эпир Йăлмахва ялĕнче пултаруллă, хастар çынсем çуралса ÿснĕшĕн, çĕршыва кирлĕ çынсем пулнăшăн чĕререн савăнатпăр.
А. ЕФРЕМОВА,
библиотекарь.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *