Пуçарулă, маттур, вăр-вар Лидия

Пуçарулă, маттур, вăр-вар Лидия

Этем ырă ĕçĕпе хаклă, тенĕ ваттисем. Çак пархатарлă, ырра вĕрентсе калакан сăмахсем Комсомольскинче пурăнакан Лидия Борисовна Козловăна тÿрремĕнех пырса тивеççĕ. Мĕншĕн тесен вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче вуншар çамрăкшăн çул кăтартакан çутă çăлтăр евĕр.

— Çак çурхи хĕвел пек ăшă кăмăллă, ĕçчен çынна пурнăçра тĕл пулни — чăн-чăн телей. Лидия Борисовна евĕрлĕ çынсем тĕнчере ытларах пулсан вăл татах та аванрах пулнă пулĕччĕ, — теççĕ ĕçтешĕсем.
Лида Комсомольски районне кĕрекен Çĕнĕ Кипеç ялĕнче кун çути курнă. Хĕрарăм хăйĕн тăван тăрăхĕ çинчен ырăпа çеç асăнать. Ара, кунта унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ иртнĕ-çке… Аса илмелли те, паллах, сахалах мар.
— Эпĕ нумай ачаллă вăтам хресчен çемйинче мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса çитĕннĕ. Малтанах кун-çул парнеленĕ çыннăмсене кил-çуртра пулăшма тăрăшаттăм, çуллахи кун пахчара çум çумланă, ытти ĕçе те пурнăçланă. Çитĕнерехпе аслисемпе пĕрле колхоз ĕçне хутшăннă, — аса илет вăл иртнĕ кунĕсене.
Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн хĕрупраç Шупашкар хулине çул тытнă. Кунта вăл коопераци техникумне вĕренме кĕнĕ. Бухгалтер специальноçне алла илнĕ хыççăн вăл Комсомольски райпо системинче ĕçлеме пикеннĕ, унтанах ăна тивĕçлĕ канăва ăсатнă. Лидия Козлован ĕç стажĕ — 42 çул.
— Лидия Борисовнăна тÿрех ревизор тивĕçне пурнăçлама шаннă, каярах, тăрăшулăхĕпе пуçарулăхне кура, ăна çăкăр заводне ĕçлеме куçарнă. Юлашки 26 çулта вăл тавар çитерсе паракан менеджерта ĕçлет. Хастар ĕçчен «Ĕç ветеранĕ» сумлă ята тивĕçни те чылайранпа, — тет райпо правленийĕн председателĕ Людмила Сорокина.
Лидия Козлова потребкооперацинче ĕçлеме тытăннă тапхăрта кĕсье телефонĕсем пирки пĕлмен тесен те йăнăш пулмĕ, ара, вăл вăхăтра стационар телефонĕсем те кашни лавккарах пулман. Унсăр пуçне сутуçăсем тавара та, Канаша, хăйсемех çÿренĕ. Комсомольскинчи çăкăр пĕçерекен завод та ун чухне 5 тĕрлĕ продукци çеç кăларнă пулнă. Мĕн каламалли пур? Ассортимент та, паянхи пек, пуян пулман вăл вăхăтра. Лавккасене те вутăпа е кăмрăкпа хутнă.
— Тавар шăннипе мĕн чухлĕ нушаланман-ши? Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, коопераци йывăрлăха кĕрсе ÿксен, хамăрăн продукцие, çĕрулми, кишĕр тата ытти пахча çимĕçе, çав шутра хурăн милĕкне те, Раççейĕн тĕп хулине турттараттăмăр. Мускавран лавккасем валли тавар тиесе килеттĕмĕр. Эпĕ Евгений Карпеевпа пĕрле ĕçлеме тивнишĕн савăнатăп. Евгений Иванович пире кашни кун пĕчĕк çитĕнÿ те пулин тума сĕнетчĕ. Унăн тĕшши куç умĕнче — йăл илнĕ организаци. Нимĕн те калаймăн, ăслă та тавçăруллă, пурнăçпа тан утма пĕлекен пуçаруллă ертÿçĕ çеç йывăрлăхран илсе тухса ăна малалла аталантарма пултарнă, — аса илет ветеран иртнĕ кунĕсене.
Лидия Борисовна — потребкоопераци ветеранĕ. Маттур хĕрарăм ĕçри тăрăшулăхшăн РФ Центрсоюзĕн, Чăвашпотребсоюзăн, Комсомольски райповĕн Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисене, Дипломсене пĕрре мар тивĕçнĕ. Лидия Козлова — «40 лет безупречной работы в потребительской кооперации России» паллă хуçи те.
— Чĕре суйланă ĕçе чунтан парăнса ĕçлени, пурнăçпа тан утас тени тата хамăн ĕçтешсемпе пĕр чĕлхе тупни йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать, — тет вăл яланах.
Çамрăк специалистсем Лидия Борисовнăна уçă кăмăллă пулнишĕн, пулăшнишĕн хисеплеççĕ, чунтан тав тăваççĕ.
Лидия Козлова нумаях пулмасть тивĕçлĕ канăва кайнă. Чылай çул шаннă ĕçре тăрăшнăскер хăйĕн ĕçне вăл çирĕп алла парса хăварнă.
— Эпĕ çĕр çинчи чи телейлĕ çын: çумра савнă мăшăрăмпа хам кун-çул парнеленĕ ачамсем, юратнă мăнукăмсем, тăванăмсемпе тус-юлташăмсем. Вĕсем — маншăн паха тупра, пысăк пуянлăх, — тет Лидия Борисовна ăшшăн йăл кулса.

А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *