Четверг, 18 апреля

Снегоход операци пуçланнă

Снегоход операци пуçланнă

Снегоходсемпе тата çулсăр-мĕнсĕр çÿрекен урăх мотохатĕрсемпе усă курнă чухне йĕркене пăсассине асăрхаттарас, çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе январĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 21-мĕшĕччен республикăра та, районта та «Снегоход» профилактика мероприятийĕ иртет.
Операци вăхăтĕнче снегоходсемпе тата çулсăр-мĕнсĕр çÿрекен урăх мотохатĕрсемпе усă курнă чухне техника йĕркисене пăхăнни, техосмотрсене тухни, транспорт хатĕрне вăхăтра регистрацилени çине тимлĕх уйăратпăр.
Пирĕн районта çулсăр-мĕнсĕр çÿрекен 7 мотохатĕре регистрациленĕ. Вĕсем çулсерен техника тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ. Енчен те сирĕн регистрацилемен çакăн пек хатĕр пур пулсан, регистрацилеме транспорт хатĕрĕн паспорчĕ, регистраци çинчен калакан свидетельство /енчен те унччен учетра тăнă пулсан/, сутни-илни çинчен калакан килĕшÿ, пани-илнине çирĕплетекен акт кирлĕ.
С.КОКАРЕВ,
республикăри патшалăх технадзорĕн
районти тĕп патшалăх инспекторĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *