Ултавçăсем кунран-кун çын укçипе пуймалли çĕнĕ мелсем шыраса тупаççĕ, хăвăрт шанакан çынсене тупса вĕсен укçи-тенкине сăптăрса каяççĕ.
Акă, пĕлтĕрхи декабрĕн 13-мĕшĕнче З. гражданкăна пĕр çын шăнкăравланă. Вăл З.-н «Avito» сайтри хваттер тара пани çинчен калакан пĕлтерĕвне асăрхаса ун счечĕ çине йăнăшпа 20 пин тенкĕ укçа куçарса пани çинчен пĕлтернĕ. З. йăнăшпа лекнĕ «ют укçана» тавăрса пама килĕшнĕ, шăнкăравлакан пĕлтернĕ счет çине çийĕнчех 20 пин тенкĕ куçарса панă. Çапла ултавçă 20 пин тенкĕлĕх «пуйнă».
Район çыннисене асăрхаттарсах тăратпăр: паянхи кун телефон, интернет урлă суйса улталакансем питĕ нумай. Палламан çынсене укçа куçарса пама ан васкăр, ултав серепине çакланасран сыхланăр.
Э.БИККУЛОВ,
следователь.