1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче Ленинград блокади пĕтнĕ. Вăл 1941 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче пуçланнă пулнă. 2 çул çурăна яхăн хула çĕршывран уйрăм пурăннă, çынсем выçлăхпа сивве пула питĕ нумайăн вилнĕ. Хăшĕ-пĕрисен «пурнăç çулĕпе» — Ладога кÿлли тăрăх кайса — çăлăнма май килнĕ, теприсем вара ĕмĕрлĕхех кÿллĕн пăрлă шывĕнче путса юлнă. Пĕтĕм çĕршыв Ленинград çыннисен инкекне пĕлнĕ, пурте май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Пĕрисем аякри регионсенче Ленинградран çăлăнса тухнисене хăйсем патне пурăнма илнĕ, теприсем блокадăри çынсене пулăшма посылкăсем пуçтарнă, виççĕмĕшĕсем вара вăйсăрланнă Ленинград ачисене тăшман çулăмĕ витĕр хуларан машинăсемпе илсе тухнă. Тăшмана хула çывăхĕнчен хăваласа ярас тесе харсăррăн çапăçăва кĕрекенсем те питĕ нумайăн пулнă.
Çак паттăрсем хушшинче пирĕн ентешсем те пур. Шел, вĕсен тулли списокĕ çук. Пĕрисем çапăçусенче чĕрĕ юлса килĕсене таврăнма пултарнă, теприсем вара хула çывăхĕнче е ун çумĕнчи урăх хуласене хÿтĕлесе пуçĕсене хунă. Эпир Ленинграда хÿтĕленĕ ентешсене пурне те пĕлместпĕр. Ленинград çывăхĕнче тата Ленинград облаçĕнче çапăçнă Çĕнĕ Мăрат, Тукай, Тăманлă Выçли ялĕсенче çуралса ÿснĕ паттăр ентешсемпе район çыннисене паллаштарар-ха.
Тихон Петрович Гордеев /чăваш, 1913 çулта Тукай ялĕнче çуралнă/. Рядовой, юлашкинчен стрелоксен 189-мĕш дивизийĕнче службăра тăнă, 1941 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнче суранĕсене пула вилнĕ. Ăна Ленинград облаçĕнчи Гатчински районта Дивенский поселокра пытарнă.
Михаил Петрович Мартынов /чăваш, 1921 çулта Тукай ялĕнче çуралнă/. Кĕçĕн сержант, 1944 çулхи январĕн 26-мĕшĕнче пуçне хунă. Ăна Ленинград облаçĕнчи Гатчински районта Войсковицы ялĕнче пытарнă.
Иван Григорьевич Григорьев /чăваш, 1905 çулта Тукай ялĕнче çуралнă/. Рядовой, 1943 çулхи январĕн 26-мĕшĕнче суранĕсене пула вилнĕ. Юлашкинчен стрелоксен 123-мĕш полкĕнче çапăçнă. Куçса çÿрекен 633-мĕш хирурги госпиталĕнче выртнă. Ленинград облаçĕнчи Всеволожски районĕнчи Озерки ялĕнче пытарнă. Ун çинчен Халăх астăвăмĕ сайтра Шупашкар АССРĕнчен, Вутлан ялĕнчен тесе çырнă.
Михаил Денисович Денисов /чăваш, 1904 çулта Тукай ялĕнче çуралнă/. Рядовой, 1944 çулта Ленинград облаçĕнче пуçне хунă. Ăçта пытарни паллă мар.
Алексей Иванович Константинов /чăваш, 1915 çулта Тукай ялĕнче çуралнă/. Малти лини çине пĕр чарăнми боеприпассем турттарнăшăн 1944 çулта «За боевые заслуги» медале тивĕçнĕ.
Георгий Матвеевич Зотов /чăваш, 1919 çулта Тукай ялĕнче çуралнă/. Стрелоксен 7-мĕш гварди дивизийĕн управлени штаб батарейин рядовой поварĕ. 1942 çулхи мартăн 10-мĕшĕнчен пуçласа Хĕвеланăç, Ленинград тата Балти тăрăхĕнчи 2-мĕш фронтсенче пулнă. Малти линие разведчиксемпе связистсем валли апат турттарнă, связистсем стройран тухсан вĕсен тивĕçĕсене пурнăçланă. «За Отвагу», «За боевые заслуги», «За Победу над Германией в Великой Отечественной войне» медальсене тивĕçнĕ.
Никандр Петрович Сатинов /чăваш, 1912 çулта Тукай ялĕнче çуралнă/. «За отвагу» /1944/, «За боевые заслуги» /1943/ медальсене тивĕçнĕ. Виçĕ хутчен аманнă. Малтан стрелоксен 3-мĕш батальонĕн отделени командирĕ пулнă. Кайран 1-мĕш çар-çул управленийĕн çул тăвакан 11-мĕш отрячĕн платникĕнче тăрăшнă. Хăйĕн пурнăçне хăрушлăха кăларса тăратса грузсем турттарнă. Вăрçăран таврăннă, 1963 çулта вилнĕ.
Михаил Максимович Максимов /чăваш, 1915 çулта Тукай ялĕнче çуралнă/. Юлашкинчен стрелоксен 196-мĕш дивизийĕн штабĕнче службăра тăнă. Кĕçĕн сержант, отделени командирĕн çумĕ. 1944 çулхи январĕн 26-мĕшĕнче пуçне хунă. Ăна Ленинград облаçĕнчи Волосовски районĕнчи Войсковицы ялĕнче пытарнă. Мăшăрĕ — Антонина Ивановна Максимова.
Иван Алексеевич Уткин /чăваш, 1912 çулта Тукай ялĕнче çуралнă/. 1941 çулхи июнĕн 28-мĕшĕнче вăрçа тухса кайнă. Çак çулхи октябрь уйăхĕнче Ленинград облаçĕнчи Пушкин хулинче хыпарсăр çухалнă. Мăшăрĕ — Анисия Николаевна Уткина, амăшĕ — Ольга Васильевна Уткина.
Иван Ефимович Медведев /чăваш, 1915 çулта Тукай ялĕнче çуралнă/. Стрелоксен 191-мĕш полкĕнче Ленинград çывăхĕнче çапăçнă. 1942 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнче Синяево çывăхĕнче тыткăна лекнĕ, унтан хăтăлсан каялла строя таврăннă. Вăрçă хыççăн пуçламăш классен учителĕнче ĕçленĕ, 7 ача çитĕнтернĕ. 1989 çулта вилнĕ.
Федор Григорьевич Крылов /чăваш, Тукай ялĕнчен/. Рядовой, 1942 çулхи августăн 22-мĕшĕнче Ленинград çывăхĕнче хыпарсăр çухалнă. Волховски фронтăн 52-мĕш çарĕн стрелоксен 225-мĕш дивизийĕн 1349 /1379/-мĕш стрелоксен полкĕнче çапăçнă.
Павел Федорович Журавлев /чăваш, 1917 çулта Тукай ялĕнче çуралнă/. Юлашкинчен РГК-н 30-мĕш уйрăм миномет бригадин штабĕнче службăра тăнă. Лейтенант, миномет взвочĕн командирĕ. 1944 çулхи мартăн 21-мĕшĕнче пуçне хунă. Ăна Ленинград облаçĕнчи Псков районĕнчи Рогово ялĕнче пытарнă. Ашшĕ — Федор Гаврилович Журавлев.
Илья Никитич Аксянов /чăваш, 1907 çулта Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралнă/. Рядовой, 1943 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнче пуçне хунă. Ăна Ленинград облаçĕнчи Доброе ялĕнче пытарнă.
Евтихий Николаевич Жестянкин /чăваш, 1922 çулта Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралнă/. Рядовой, 1943 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнче пуçне хунă. Ленинград облаçĕнче пытарнă.
Павел Иванович Зайцев /чăваш, 1912 çулта Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралнă/. Рядовой, 1942 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче пуçне хунă. Юлашкинчен 40-мĕш гварди артиллери полкĕнче службăра тăнă. Ленинград облаçĕнчи Киров районĕнчи Гайталово ялĕнче пытарнă.
Василий Семенович Катиков /чăваш, 1921 çулта Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралнă/. Сержант, Ленинград патĕнчи çапăçура пуçне хунă.
Василий Леонтьевич Киргизов /чăваш, 1907 çулта Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралнă/. Рядовой, 1942 çулхи майăн 19-мĕшĕнче çапăçура пуçне хунă. Юлашкинчен 40-мĕш гварди артиллери полкĕнче телефонист пулнă. Ăна Ленинград облаçĕнчи Тосненски районĕнчи Дубовик ялĕнче пытарнă. Мăшăрĕ — Зинаида Николаевна Киргизова.
Иван Кондратьевич Кондратьев /чăваш, 1912 çулта Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралнă/. Рядовой, 1943 çулхи апрелĕн 24-мĕшĕнче пуçне хунă. Стрелоксен 46-мĕш дивизийĕнче çапăçнă. Ăна Ленинград облаçĕнчи Гатчински районĕнчи Ижора ялĕнче пытарнă.
Григорий Тихонович Немцев /чăваш, 1910 çулта Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралнă/. 1942 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕнче вăрçа тухса кайнă. Рядовой, 1943 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче пуçне хунă. Ленинград облаçĕнчи Ораниенбаум районĕнчи Ораниенбаум ялĕнче пытарнă. Мемориалта вăл 53-мĕш номерпе. 2-мĕш ударлă çарăн стрелоксен 168-мĕш дивизийĕн стрелоксен 260-мĕш полкĕнче çапăçнă. Мăшăрĕ — Нина Михайловна.
Георгий Федорович Шуряшкин /чăваш, 1922 çулта Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралнă/. Рядовой, 1943 çулхи мартăн 29-мĕшĕнче пуçне хунă. Юлашкинчен стрелоксен 13-мĕш дивизийĕн стрелоксен 172-мĕш полкĕнче çапăçнă. Ленинград облаçĕнчи Тосненски районĕнчи Красный Бор поселокĕнче пытарнă.
Семен Ильич Борисов /чăваш, 1910 çулта Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралнă/. 40-мĕш гварди артиллери полкĕн красноармеецĕ. 1942 çулхи сентябрĕн 6-мĕшĕнче пуçне хунă. Ленинград облаçĕнчи Мгински районĕнчи Вороново ялĕнче пытарнă.
Алексей Федорович Краснов /чăваш, 1925 çулта Тăманлă Выçли ялĕнче çуралнă/. Рядовой, 1944 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче пуçне хунă. Юлашкинчен стрелоксен 120-мĕш дивизийĕнче çапăçнă. Ленинград облаçĕнчи Гатчински районĕнчи Тайцы ялĕ çывăхĕнче пытарнă. Амăшĕ — Варвара Филипповна.
Иван Филиппович Филиппов /чăваш, 1909 çулта Тăманлă Выçли ялĕнче çуралнă/. Рядовой, пулеметчик, 1944 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче пуçне хунă. Юлашкинчен стрелоксен 11-мĕш дивизийĕнче çапăçнă. Ленинград облаçĕнчи Гатчински районĕнчи Фьюнатово ялĕнче пытарнă. Мăшăрĕ — Анисия Савельевна.
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнчи «Наследие» шырав ушкăнĕ.