Четверг, 25 апреля

Юра вăхăтра тасатмалла

Юра вăхăтра тасатмалла

Çуртсем тăрринче юр тата пăр нумай пуçтарăнса кайни иртсе çÿрекенсемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Вĕсене тасатасси — офиссемпе магазинсен харпăрçисен, управляющи компанисен тивĕçĕ. Нумай хутлă çурт тăрринчен юр персе анса иртен-çÿренсене амантнă тĕслĕхсем çинчен кашни хĕлех илтме пулать. Çакăн пек инкеке лекес мар тесен мĕн тумалла-ха?
Енчен те çурт тăрринчен çакăнса тăракан пăрлашкасене е усăнса тăракан юр купине асăрхарăр пулсан, çак вырăнтан айккинчен пăрăнса иртмелле. Çакăн çинчен коммуналлă службăн ĕçченĕсене е çуртăн харпăрçине пĕлтермелле. Енчен те предприяти е суту-илÿ объекчĕн тăрринчен юр анса çынна амантсан çакăншăн унăн ертÿçи, пурăнакан çурт тăрринчен аннă юршăн вара çурт харпăрçи е управляющи компани яваплă.
Ачасене хăрушлăх кăларса тăратакан çуртсем çывăхĕнче вылямалла маррине ăнлантарса памалла. Йĕпе юр вăйлă çунă чухне хапха е подъезд çывăхĕнче тăмалла мар. Енчен те çурт тăрринчен юр антарни çинчен калакан палла тата территорие карса илнине куртăр пулсан, çак вырăна айккинчен пăрăнса иртмелле.
Енчен те çурт тăрринчен ÿкнĕ юр сирĕн машинăна сиенленĕ пулсан полици ĕçченĕсене чĕнмелле. Вĕсем хатĕрленĕ протоколпа çуртăн харпăрçи е управляющи компани патне каймалла.
Район администрацийĕ предприятисемпе организацисен ертÿçисене хăрушсăрлăх техникин требованийĕсем тăрăх çуртсен тăррисем çинчи юра тата пăра тасатма тивĕçлĕ мерăсем йышăнма, çак ĕçшĕн яваплă çынсене палăртма ыйтать. Тасатнă вăхăтра çуран çÿрекенсене иртме чаракан паллăсем лартмаллине, территорие карса хумаллине ан манăр.
Д.ГАЛКИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *