Пятница, 26 апреля

Район 80 çул тултарать

Район 80 çул тултарать

2019 çул — район çыннисемшĕн паллă çул. Кăçал эпир Комсомольски районне туса хунăранпа 80 çул çитнине уявлатпăр.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов района 80 çул çитнине уявласси çинчен калакан постановление алă пуснă, уяв мероприятийĕсене йĕркелекен оргкомитета тата мероприятисен планне çирĕплетнĕ.
Нумаях пулмасть район администрацийĕнче оргкомитетăн ларăвĕ иртнĕ. Ăна уçнă май Александр Николаевич районта пурăнакансемшĕн тата кунта çуралса ÿснĕ çынсемшĕн 80 çул паллă пулăм пулнине палăртнă. «Пирĕн кашнин хамăрăн историне пĕлмелле, унпа мухтанмалла, район аталанăвне тÿпе хывнă ентешсене хисеплемелле. Район 80 çул тултарнине халалланă уяв мероприятийĕсене ирттерессин тĕп тĕллевĕ — кашниех хăй Комсомольски районĕн пурнăçĕпе çыхăннине туйса илме пултартăр», — уçнă вăл шухăшне.
Лару вăхăтĕнче оргкомитет членĕсем юбилейлă уява ирттерессипе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явнă.
Ларăва пĕтĕмлетсе Александр Осипов палăртнă мероприятисене тĕплĕн хатĕрленмеллине, çакна халех пикенмеллине палăртнă. Уява тивĕçлĕ шайра йĕркелени район çыннисемшĕн те хаклă парнепе танах пулĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *