«Ÿсĕр водитель» рейд

«Ÿсĕр водитель» рейд

Январĕн 25 тата 26-мĕшĕсенче Елчĕк тата Комсомольски районĕсенче «Ÿсĕр водитель» профилактика мероприятийĕ иртет.
Çак вăхăтра çул-йĕр патруль службин сотрудникĕсем автомашинăпа çула тухакансене тĕрĕслĕç, уйрăмах йĕркене пăхăнманнисемпе «хурçă ута» ÿсĕр чухне парăнтарма шут тытнисене административлă майпа тивĕçлĕ явап тыттарĕç. Пĕлтĕр ÿсĕрле çула тухнă 110 водителе тытса чарнă. Çавăнпа та çак кунсенче çеç мар, ытти чухне те руль умне ÿсĕрле ларасран сыхланмалла. Асра тытăр: çул явапсăрлăха каçармасть.
Н.РАЙКОВ,
районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *