Ултав çулĕ такăнтарать

Ултав çулĕ такăнтарать

Хăв ĕçлесе илнĕ çăкăртан тутли çук теççĕ халăхра. Хăшĕ-пĕрисем вара ĕçлесе тар тăкмасăрах тутлă çиесшĕн, çыннăнне хапсăнса пуян пурăнасшăн. Çакăн пек пĕр тĕслĕхпе паллашар-ха.
Я. гражданин 2015 çулхи февраль уйăхĕнче К. гражданинран лаша туяннă. Çакăншăн 65 пин тенкĕ укçине пĕр уйăхран тÿлесе татма шантарнă. Ун хыççăн К. темиçе хутчен аса илтернĕ пулсан та, Я. укçана пама шутламан. Çапла вара вăл РФ Уголовлă Кодексăн 159 статйин 2 пайĕнче çирĕплетнĕ преступление тунă — улталаса тата хăйне шаннипе усă курса ют пурлăха хăйне ярса илнĕ.
Пĕрре кукăр çул çине тăрсан унран пăрăнма йывăртарах пулĕ çав. Я. гражданин та, пĕрре «ĕç тухнă» хыççăн татах çак мелпе пуйма шутланă. 2016 çулхи апрельте Г. гражданинран ĕнепе вăкăр «туяннă», калаçса татăлнă 100 пин тенкĕ укçине уйăх çурăра тÿлесе татма шантарнă. Г. чылай вăхăтран та укçана кĕтсе илеймен.
Я.-на çакăн пек пуймалли мел килĕшнĕ пулмалла: 2016 çулхи октябрь уйăхĕнче вăл тата тепĕр çынран 35 пин тенкĕпе ĕне «туяннă», укçине, паллах, пама шутламан та.
Вĕренĕн те вĕçĕ пур, теççĕ. Я.-н та чылай вăхăт çынсене улталаса пуйма май килмен. Нумаях пулмасть Елчĕк район сучĕ ун ĕçĕ тăрăх приговор вуланă, 2 çуллăха юсав ĕçĕсене яма, ĕç укçин 20 процентне тытса юлма палăртнă.
Çынна улталаса пуяс тени ырă патне илсе çитермест çав. Çакна яланах асра тытасчĕ.

Э.БИККУЛОВ,
муниципалитетсем  
хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн следователĕ, юстици аслă лейтенанчĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *