Воскресенье, 25 февраля

Лидия Кондратьева – 90 çулта

Лидия Кондратьева – 90 çулта

90 çул — çын пурнăçĕнчи пысăк та паллă юбилей. Ăна юратакан тăвансемпе, куршĕ-аршăпа пĕрле уявлани мĕн тери паха. Çакăн пек юбилей кĕрекине нумаях пулмасть Йÿç Шăхаль ялĕнче пурăнакан Лидия Кондратьева ларнă.
Юбиляра саламлама район администрацийĕн капиталлă строительство, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн начальникĕ Александр Краснов тата Шурут ял поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Маштанов килсе çитнĕ. Александр Краснов кинемее Кремльтен килнĕ салам çырăвĕпе савăнтарнă. Сергей Маштанов та юбиляра ăшшăн саламласа парне панă.
Паянхи кун Лидия Николаевна пĕртăванĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Тăванĕсем ăна хисеплеççĕ, юратаççĕ. Вĕсемшĕн кинемей ырă тĕслĕх пулса тăрать. Лидия Николаевна пурнăç тăршшĕпе колхозра ĕçленĕ, тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна медальсемпе, Хисеп грамотисемпе наградăланă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *