Вторник, 23 апреля

Йĕлтĕрпе чупса тупăшнă

Йĕлтĕрпе чупса тупăшнă

Иртнĕ вырсарникун, кăрлачăн 20-мĕшĕнче, Комсомольски вăрман уçланки спортсменсен, курма килнисен, спорта юратакансен янăравлă сассисемпе тулнă. Пĕртăван Рафика Рашид Тимергалеевсен парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ ăмăртăва республикăра тата унăн тулашĕнче пурăнакансем йышлăн хутшăннă.
Кăçалхипе виççĕмĕш хут йĕркелекен мероприяти çулсерен аталанса пыни сисĕнет: спортсменсем йышлă, йĕркелÿçĕсем маттур. Çавăн пекех унта Чăваш Республикин спорт ветеранĕсен канашĕн председателĕ Василий Шоркин, Пĕтĕм Раççей категориллĕ судья, ЧР йĕлтĕр спорчĕн федерацийĕн вице-президенчĕ Михаил Игнатьев килнĕ. Комсомольски, Канаш, Куславкка, Красноармейски, Вăрнар, Патăрьел, Шăмăршă, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Тăвай, Йĕпреç районĕсенчен, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисенчен, Мари Эл Республикинчен килсе çитнĕ спортсменсемпе хăнасене чи малтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов саламланă.
— Эпир Каçал тăрăхĕнче спортсменсене курма хавас. Вăхăт тупса ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунăшăн тав тăватăп, — тенĕ Александр Николаевич. Йĕлтĕрпе чупакансем ăмăртăва тухиччен фитнес-аэробика ушкăнĕпе /ертÿçи М.Долгова/ зарядка тунă.
Хастар спортсменсем хăйсем спортпа туслине, сывă пурнăç йăлине пăхăннине тепĕр хут çирĕплетсе панă. Иртнĕ çулхи пекех, кăçал та йĕлтĕр спортне кăмăллакансем темиçе ушкăнра тĕрлĕ дистанцире тупăшнă. Çамрăксенчен пуçласа ватти таранах старта тухнă. Кунта вара уйрăмах районти маттур йĕлтĕрçĕсене палăртса хăварни вырăнлă пулĕ.
Арçынсенчен чи маттурри, чи хăвăрт чупаканни Николай Ятманов пулнă. Вăл хăйпе пĕр ÿсĕмрисем хушшинче пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмен. Зуфар Тимаев финиша виççĕмĕш çитнĕ. 83 çулхи Федор Ефимов çулĕсене кура мар маттур, вăл ăмăртура иккĕмĕш вырăна тухнă. Алексей Самаркинпа Владимир Ласточкин тупăшура виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Хĕрсемпе хĕрарăмсем те хăйсем спортра хастаррине çирĕплетсе панă. Ăмăртура çамрăксенчен Яна Осипова финиша иккĕмĕш çитнĕ, Венера Арсентьева виççĕмĕш вырăнпа палăрнă. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе, панесемпе чысланă.
Йĕлтĕр спортне район территорийĕнче аталантарни — пархатарлă ĕç. Вăрманта йĕлтĕрпе ярăнса киленмелли, пĕр-пĕринпе ярăнса тупăшмалли чи лайăх трасса вырнаçнă. Çакна республикăри тĕрлĕ районсемпе хуласенчен килсе çитнĕ хăнасем те çирĕплетнĕ.
А.АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *