Вторник, 8 октября

Шкул уçăлнăранпа — 100 çул

Шкул уçăлнăранпа — 100 çул

Çĕршыври тĕрлĕ политика, экономика тата демографи пулăмĕсене пула Кĕçĕн Каçал ялĕнчи шкул 2005 çулта тĕп шкул пулма пăрахнă. Унта кĕçĕн классене вĕрентекен филиал тăрса юлнă, каярахпа вăл та хупăннă. Халĕ унта ялти культура çурчĕ, библиотека, спортзал тата пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ вырнаçнă.
2000 çулта икĕ хутлă ялти клуб вырăнне тĕп шкул туса хута янă. Ăна шкул дирекцийĕпе районти вĕрентÿ пайĕ тăрăшнипе, Чăваш Президенчĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Петр Краснов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Кияметдин Мифтахутдинов çине тăнипе кĕске вăхăтра ĕçе кĕртме пултарнă.
Çĕнĕ шкул тăвас пирки калаçусем малтанах пулнă. Уйрăмах ăна 1998 çулта, шкул 80 çул тултарнине уявланă чухне çивĕчлетме май килнĕ. Юбилей ирттерме çăмăл маррине çакăн пек мероприятисем ирттерсе курнисем çеç пĕлеççĕ. Ăна тивĕçлĕ шайра йĕркелеме чăн малтанах шкул коллективĕ туслă пулни вăй парса тăчĕ. Çÿлерех асăннă Кĕçĕн Каçал шкулĕн выпускникĕ Петр Краснов пулăшăвĕ питĕ кирлĕ пулчĕ. Унăн ЧПУра пĕрле вĕреннĕ юлташĕ Владимир Герасимов /Асанкасси шкулĕн выпускникĕ/ компьютер парнелени те савăнтарчĕ. Çавăн пекех Вагиз Апраков /ун чухне — сĕт-çу цехĕн пуçлăхĕ/ пĕр сăмахсăрах укçан пулăшни халĕ те асран тухмасть. Паллах, тата ытти ырă кăмăллă çынсем пулăшнипе юбилее аванах ирттерсе яма май килчĕ.
Малтанхи йывăç çуртра вырнаçнă шкул пирки те нумай ырă сăмах çырма пулать, мĕншĕн тесен хуть те мĕнле ĕç коллективĕ те унта вăй хуракансемпе пуян. Çавăнпа та юлашкинчен, шкул хупăниччен ĕçленĕ коллектива аса илсе чĕререн тав тăвас килет. Акă вĕсем: А.Г.Терентьева — директор çумĕ, математика учителĕ; З.С.Боровкова — профком председателĕ, химипе биологи учителĕ; В.А.Андреев — математика учителĕ; Г.С.Мархунова, В.А.Дяткина — вырăс чĕлхи учителĕсем; З.П.Ковалева — чăваш чĕлхи учителĕ; В.В.Кокорев — историпе музыка учителĕ; В.Н.Гаврилов —- физкультура учителĕ; М.В.Кондратьева, Л.Г. Галкина, Г.А.Шалина, В.В. Дряблова — кĕçĕн классен учителĕсем; Г.П.Кокорева — аслă вожатăй; Т.И.Сафонова — повар; М.Х. Камальтдинов — водитель; Л.В. Галкина, Г.Г.Галкина, С.В.Смирнова — тирпейлÿçĕсем; В.Н. Плаксин, Н.А.Боровков — операторсем. Вĕсенчен чылайăшĕ патшалăх, район, шкул наградисене тивĕçлĕ пулнă.
Паллах, тата нумай çырма пулать шкулăн сумлă та хисеплĕ вĕренекенĕсем, унăн тĕрлĕ вăхăтри пултаруллă ĕçченĕсем çинчен. Шкулăн тĕрлĕ паллă пулăмĕсем, историйĕ çинчен пĕлекенсем вулакансене тĕплĕнрех çырса пĕлтерсен питĕ кăмăллă пулĕ.
А.ЯКОВЛЕВ,
1989 — 2005 çулсенче шкул директорĕ тата физика учителĕ пулса ĕçленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *