Четверг, 25 апреля

Пирĕн фельдшер – Галина

Пирĕн фельдшер – Галина

Галина Николаевна Кольцова — Çĕнĕ Кипеç фельдшерпа акушер пункчĕн ертÿçи.
Вăл чылай çул Нĕркеçри медицина пунктĕнче тăрăшнă. Çĕнĕ Кипеçпе Тĕвенеш ялĕсенче пурăнакансем Галина Николаевнăна чунтан тав тăваççĕ. Вăл ялта хисеплĕ. Çынна вăхăтра васкавлă пулăшу пама тăрăшать, ăшă сăмахпа та сиплет. Фельдшер Хирти Сĕнтĕр ялĕнчен Çĕнĕ Кипеçе ĕçе çÿрет. Çын çĕрле чирлесе ÿксен те ÿркенсе тăмасть, пулăшу пама васкать.
Галинăпа Вячеслав Кольцовсем виçĕ ывăла кун çути парнеленĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кольцовсем — пурнăç çулĕпе çирĕп утакансем.
Çапла, ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн Галина Николаевна чи ырă сăмахсене тивĕç. 2018 çулхи май уйăхĕнче, унăн ĕçри ÿсĕмĕсене палăртса, фельдшера Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви Хисеп грамотипе чысланă.
Эпир, Çĕнĕ Кипеçпе Тĕвенеш ялĕсен çыннисем, унпа мухтанатпăр, ăна сывлăх, ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшÿ сунатпăр.
Г.НОВИКОВА,
ял старости.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *