Чăваш литературин классикĕн Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине тĕнчипе пĕлеççĕ. Нарспипе Сетнерĕн юрату историне ĕмĕр каялла çырнă пулсан та, вăл паян кун та вулакансен чĕрисене тыткăнлать.
20-мĕш ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче поэма пушкăрт, тутар, удмурт, мордва, ирçе, якут чĕлхисемпе янăрама пуçланă. Ăна çавăн пекех украин, венгр, азербайджан, таджик, турккă тата ытти чĕлхесем çине куçарнă. Поэмăн хăш-пĕр пайĕсене акăлчан чĕлхипе те пичетленĕ пулнă.
Чăваш кĕнеке издательстви чи пĕрремĕш хут «Нарспи» поэмăна акăлчанла пичетлесе кăларнă. Ăна Эдинбург университечĕн хисеплĕ профессорĕ, Шотландири поэтсен ассоциацийĕн председателĕ Питер Франс куçарнă. Шăпах вăл куçарнипе темиçе çул каялла чăваш поэчĕн Геннадий Айхин сăввисем акăлчанла янăранă пулнă. К. Ивановăн поэмине куçарнă ĕçре Питер Франса паллă литературовед тата куçаруçă Атнер Хусанкай пулăшнă.
Çĕнĕ кĕнекере вулакансем çак хайлавпа тÿрех виçĕ чĕлхепе — чăвашла, вырăсла тата акăлчанла — паллашма пултараççĕ. Кĕнекене Анатолий Миттовăн картинисен репродукцийĕсемпе илемлетнĕ.
Кĕнекене «Раççей культури 2012—2018» федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн Пичет тата массăллă коммуникацисен федераллă агентстви пулăшнипе пичетлесе кăларнă.