Пятница, Сентябрь 20

Пур йышпа — Раштав фестивалĕнче

Пур йышпа — Раштав фестивалĕнче

Раштав уявĕ — çемьепе паллă тумалли çутă та асамлă кун. Çак кун ытти уявсенчен çутăрах, хаваслăрах. Районта та Раштав уявне паллă тăвасси йăлана кĕнĕ, чиркÿсенче кĕлĕсем иртнипе пĕрлех, «Вознесения Господня» чиркÿре вара кашни çулах ачасем валли уяв йĕркелеççĕ. Çак ырă пулăма чиркÿ настоятелĕ Николай атте пуçарнă, халĕ вара çак ĕçе Александр иерей те пысăк тÿпе хывать.
Раштав уявĕ тĕлне чиркÿ картишĕнче илемлĕ экспозици хатĕрленĕ. Турра ĕненекенсене Таса Мария Хĕрпе сăпкари тин çуралнă Христос кĕтсе илчĕç. Ачасем Раштав фестивальне чăннипех те чылайăн килсе çитрĕç. Кăçалхи фестивале Вырсарни шкулĕн çĕнĕ çуртĕнче йĕркелерĕç. Кунта ачасене савăнма, юрлама пур услови те çителĕклĕ: пÿлĕмре çутă та хăтлă, ăшă, чăрăш илемлĕ тĕссемпе ялкăшать. Фестиваль районта пĕлÿ пухакан пур ачана та пĕрлештерчĕ. Районти искусство шкулĕнче вĕренекенсем, Комсомольскинчи «Вознесения Господня» чиркÿ çумĕнчи хор, Аслă Чурачăк, Тукай, Шурут, Кĕçĕн Çĕрпÿел , Нĕркеç, Хырхĕрри, Асанкасси, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕсенче пĕлÿ пухакансем илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç.
Унпа пĕрлех вара ÿкерме юратакансем валли те конкурс йĕркеленĕ. Ачасен илемлĕ ĕçĕсенчен выставка хатĕрленĕ. Мĕн тери тăрăшса калăпланă вĕсене?! Пĕринчен тепри хитре те çыпăçуллă пулса тухнă. Жюри членĕсем чи илемлĕ ÿкерчĕксене те палăртса хăварма манмарĕç. 7—10 çулхи ачасенчен Николай Спиридоновăн ĕçĕ — чи илемли. Лиза Читнаева, Вероника Дмитриева ÿкерчĕкĕсем те кăмăла уçаççĕ. 11—14 çулхисенчен Дарья Абдюшеван, Лиза Дряблован, Аня Жирнован, Настя Акчуринан, Варя Владимирован ĕçĕсене палăртмалла. Аслăраххисенчен Мальвина Григорьева, Вита Федорова, Снежана Павлова маттур.
Уяв кунĕнче пĕрле пухăнса савăннине мĕн çитет. Паллах, нимĕн те. Ачасем теттесемпе, йăлтăркка çутăсемпе капăрлатнă чăрăш тавра тăрса юрларĕç, Хĕл Мучи килсе çитнĕшĕн савăнчĕç.
Юлашкинчен вара çакна каласа хăварас килет. Раштав фестивалĕн тĕллевĕ — ачасене хавхалантарасси, вĕсене ырă ĕçе явăçтарасси, чиркÿпе çывăхлатасси, кашнин чĕринче ырă туйăм çуратасси. Фестиваль вара хăйĕн тĕллевне туллин пурнăçланинче иккĕленÿ çук. Ачасен хаваслă сасси чуна çемçетрĕ, вĕсен йăл кулли çывăх çыннисене савăнăç парнелерĕ. Уява çÿллĕ шайра йĕркелеме вара сахал мар тăрăшмалла. Кунта кашни çын тÿпе хывни паха. Çакна Александр атте те палăртать. Сăмахран, Раштав уявне йĕркелеме районти культура çурчĕн, искусство шкулĕн коллективĕсем, район администрацийĕ пулăшнă. Çавăн пекех ачасем валли пылак парне туянма Татьянăпа Олег Никифоровсем, Валентинăпа Владимир Красновсем, Василий Смирнов, «Сахарок», «Пятерочка» магазинсем спонсорла пулăшу кÿнине палăртса хăвармалла. Çĕр çинче маттур та пуçаруллă çынсем ырă ĕçпе палăраççĕ.
«Ырă çын пурнăçра ырă йĕр хăварать», тесе ахальтен каламаççĕ. Эпир уяв ирттерме пулăшнă кашни çынна чĕререн тав тăватпăр. Çирĕп сывлăх, тулли телей, иксĕлми вăй-хал, ăнăçу сунатпăр», — терĕ Александр иерей.

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code