Пятница, 19 апреля

Кубок — «Турхансен» аллинче

Кубок — «Турхансен» аллинче

«Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче нумаях пулмасть «Слава картофелю» агрофирма парнисене çĕнсе илессишĕн волейбол вăййин уçă Раштав турнирĕ иртнĕ. Ăмăртура 7 команда тупăшнă.
Мероприятие «Кĕтне» спорт комплексĕнче фитнес-аэробика ушкăнне çÿрекен çамрăк спортсменсем уçнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н. Осипов пурне те уяв ячĕпе саламланă, çирĕп сывлăх, командăсене çитĕнÿсем тума суннă. Çавăн пекех район пуçлăхĕ, «Слава картофелю» агрофирма» ООО генеральнăй директорĕ Х.С.Идиатуллин, «Газпром газораспределение Чебоксары» ООО генеральнăй директорĕ К.С. Мифтахутдинов, Комсомольски район ентешлĕхĕн представителĕ А.П.Капитонов тухса калаçнă.
Волейбол — команда вăййи, çавăнпа та çĕнтерес тесен кашни спортсменăн тăрăшмалла. Пур волейболист та çĕнтерÿ патне ăнтăлать, апла пулин те кашниех пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпараймасть. Кашни ăмăртурах ыттисене кая хăварса мала тухакан команда пулатех. Çак ăмăртура Кайнлăк ял поселенийĕн «Турхан» команди çĕнтерÿçĕ пулнă. Иккĕмĕш вырăна — Комсомольски ял поселенийĕн команди, виççĕмĕш вырăна Шурут ял поселенийĕн команди тивĕçнĕ. Мала тухнă команда Раштав кубокĕн хуçи пулса тăнă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене грамотăсемпе, медальсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысланă.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *