Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕн культура çуртĕнче «Красный Октябрь» колхоз председателĕнче 30 çул ытла ĕçленĕ В.А.Арсентьева халалласа сĕтел çи теннисла выляссипе турнир йĕркеленĕ.
Василий Афанасьевич 1984—1989 çулсенче СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ, район тата ял Совечĕсен депутачĕ пулнă. Вăл — халăх вĕренĕвĕн отличникĕ, ВЛКСМăн ХIV съезчĕн, СССР учителĕсен 3-мĕш съезчĕн, СССР ДОСААФ съезчĕн, РФ строительсен съезчĕн делегачĕ.
Вăл ертсе пынă çулсенче «Красный Октябрь» колхоз районта çеç мар, республикăра та палăрнă. Хуçалăх ертÿçине вара 1966, 1981, 1988 çулсенче ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе, 1970 çулта — «Ĕçри паттăрлăхшăн». В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медалĕпе, 1971 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, 1973 çулта Ленин орденĕпе наградăланă. 1977 çулта «ЧАССР тава тивĕçлĕ агрономĕ» ята панă.
Турнир пуçланас умĕн Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев пуçтарăннисене Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă, Василий Афанасьевичăн ĕç биографийĕпе паллаштарнă.
Турнирта пурĕ 16 спортсмен вăй виçнĕ. Шкул ачисем хушшинче Ростислав Романов /Комсомольски ялĕ/ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене Даниил Егоровпа /Кĕçĕн Çĕрпÿел/ Данил Казаков /Йăвашкел/ пайланă.
Çитĕннисем хушшинче вара Ростислав Романов 1-мĕш вырăна тухнă. Пьедесталăн иккĕмĕш картлашкине Петр Никифоров, виççĕмĕшне Федор Гаврилов йышăннă. Вĕсем пурте Комсомольски ялĕнчен. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе савăнтарнă.
Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕн администрацийĕ турнира йĕркелекенсене тата спонсорсене, çав шутра Сергей Соколова, Дмитрий Кашкарова, Константин Любимова, чĕререн тав тăвать.