Четверг, 25 апреля

Хĕрсем тупăшнă

Хĕрсем тупăшнă

Уяв кунĕсенче «Кĕтне» ФСК спорт залĕнче Е.Н. Петрейкинана халалласа волейбол турнирĕ иртнĕ. Çак ăмăрту йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кашни çулах унта хутшăнма чылай команда пуçтарăнать. Кăçал турнирта 7 команда вăй виçнĕ. Патăрьел районĕн волейболисткисем те турнирта хăйсен ăсталăхне кăтартнă.
Пуçтарăннисене пурне те «Кĕтне»ФСК директорĕ Е.А.Тихонов уяв ячĕпе саламланă, тупăшура мала тухма суннă. Кашни вăйă хĕрÿ иртнĕ, куракансем спортсменсене пур енлĕн хавхалантарма тăрăшнă.
Çапла вара çĕнтерÿçĕ ятне Патăрьел 1-мĕш вăтам шкулĕнчен килсе çитнĕ команда тивĕçнĕ. 2-мĕш вырăна — Шурут ял поселенийĕн команди, 3-мĕш вырăна Шурут вăтам шкулĕн команди тухнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *