Воскресенье, 19 мая

Фейерверксемпе асăрхануллă пулăр

Фейерверксемпе асăрхануллă пулăр

Çĕнĕ çул çывхарса пынă май пиротехника ха-тĕрĕсемпе тĕрĕс усă курмалли ыйту çивĕч тăрать. Массăллă информаци хатĕрĕсем вĕсенчен шар курнă çынсем çинчен тăтăшах пĕлтереççĕ. Уявра сывлăха сиенлес мар тесен пиротехника хатĕрĕсемпе усă курнă чухне мĕнле йĕркесене пăхăнмалла-ха?
Чи малтанах çак хатĕрсене туяннă чухне вĕсен ятарлă сертификатсем пурри çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Фейерверксене официаллă суту-илÿ вырăнĕсенче çеç туянмалла. РФ Правительствин ятарлă хушăвĕ тăрăх, пиротехника продукцине пурăнакан çуртсенче, вокзалсенче, çĕр айĕнчи каçмасенче сутма юрамасть. Унсăр пуçне 16 çул тултарман ачасене те çак хатĕрсене сутмалла мар. Туяниччен лайăх пăхăр: енчен те фейерверкăн çиелти сийĕ сиенленнĕ пулсан, унпа усă курма юрамасть.
Пиротехника хатĕрĕсемпе пÿлĕмсенче, çурт тăррисемпе балконсем çинче, çавăн пекех пушар тухас хăрушлăх пысăк объектсенче, газ пăрăхĕсем, электричество пралукĕсем çывăхĕнче усă курмалла мар.
Пиротехника хатĕрĕпе усă куриччен яланах инструкци вулăр. Хăш вырăнта фейерверк ярассине маларах палăртăр. Вăйлă çиллĕ çанталăк пулсан, пиротехникăпа усă курмасан лайăхрах. Фейерверка чĕртнĕ хыççăн тÿрех ун патĕнчен пăрăнмалла.
Асра тытăр: пиротехника хатĕрне салатма, урăхлатма юрамасть. Фитиль сирпĕнмесĕрех сÿнсе кайсан тÿрех çывăха пымалла мар, 10 минутран çеç ун патне пырса пăхма юрать, анчах та çывăха пĕшкĕнмелле мар. Ĕçлемен фейерверка нумай вăхăта шыва ямалла, çакăн хыççăн çеç ăна çÿп-çаппа пĕрле кăларса пăрахма юрать.
Асăрхануллă пулăр, Çĕнĕ çула савăнăçлăн кĕтсе илĕр!

Д.КУЗЬМИН,
районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *