Четверг, 25 апреля

Конкурсра палăрнă

Конкурсра палăрнă

«Сывлăхран хакли нимĕн те çук», — тенĕ ваттисем. Сывлăхлă пулас тесен ачаранах спортпа туслă пулмалла, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла. Сывлăхлă çын пур енлĕн аталанма, вăй-хурса ĕçлеме, тăрăшса вĕренме, тулли пурнăçпа пурăнма пултарать.
Районти ача-пăча библиотекинче те тĕрлĕ спорт вăййисем, калаçусем, конкурссем иртеççĕ. Ĕçченсем республикăра иртекен конкурссене тăтăшах хутшăнаççĕ. Çак кунсенче республикăри ача-пăчасен библиотекинче йĕркеленĕ «Мы независиМы» конкурс ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç. Конкурс икĕ номинаципе иртрĕ: «Лучший социальный постер/плакат» тата «Лучшая информационная листовка». Çак конкурса сывă пурнăç йĕркине халалласа ирттернĕ. Пурĕ 52 ĕçе пă-хса тухнă. Вĕсен хушшинче — çамрăк ĕçтешсен, техникумпа колледж студен-чĕсен, шкулта вĕренекен ачасен ĕçĕсем.
«Лучший социальный постер/плакат» номинацире Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Юлия Артюшкина /ертÿçи Ф.В.Гаврилов/, 8-мĕш класра вĕренекен Нияз Сабитов /ертÿçи И.В.Крылова/ хăйсен ĕçĕсемпе хутшăнчĕç. Нияз Сабитов «Сделай выбор — выбирай ЗОЖ» ĕçĕпе 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ.
И.КРЫЛОВА,
библиотекарь.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *