Кашни кунах çула тухать почтальон

Кашни кунах çула тухать почтальон

Элпуç ял тăрăхĕнчи почта çыхăну уйрăмĕнче тăрăшакансем Элпуç, Хирти Явăш, Хирти Мăрат, Хирти Выçли ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журналпа тивĕçтереççĕ.
Татьяна Алексеева, Лариса Васильева почтальонсем — асăннă ялсенче куллен кĕтнĕ çынсем. Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕнче хаçат-журнала вулакансем уйрăмах пысăк хавхаланупа çырăннине пĕлтереççĕ вĕсем.
— Тавах почтальонсене пире хаçат-журнал, унпа пĕрле кашни уйăхрах пенси укçине вăхăтлă парса тăнăшăн. Унсăр пуçне куллен кирлĕ таварсемпе те тивĕçтереççĕ. Халăхпа ырă та тарават вĕсем, — теççĕ кунти ватăсем почтальонсем пирки сăмах пуçарсан.
Почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Галина Ильина ĕçченсемпе кăмăллă. Вĕсем плана та çулсерен вăхăтлă тултарнине хыпарлать ертÿçĕ. Коллективра ĕç кал-кал пырасси пурте пĕрле тăрăшса ĕçленинчен нумай килет. Çакна почтальонсем лайăх пĕлеççĕ, шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *