Четверг, 25 апреля

Йĕлтĕрпе ярăнчĕç, парнесене тивĕçрĕç

Йĕлтĕрпе ярăнчĕç, парнесене тивĕçрĕç

Спортпа туслă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çын пурнăçра чăннипех те маттур, çавăнпах çитĕнĕвĕсем те нумай кĕттермеççĕ. Районта пурăнакансене спорта явăçтарма условисем çителĕклĕ, тĕрлĕ ăмăртусем те час-часах йĕркелеççĕ. Акă, декабрĕн 22-мĕшĕнче Комсомольскинчи вăрман хĕрринче хĕллехи спорт сезонĕ уçăлчĕ. Ăмăртăва СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Олимп чемпионĕ Владимир Петрович Воронков ячĕпе çулсеренех йĕркелеççĕ.
Йĕлтĕр спортне кăмăллакансене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова саламларĕç. «Паян чи маттуррисем, çаврăнăçуллисем, çирĕпписем финиша малтан çитсе парнеллĕ пулĕç», — терĕç вĕсем спортсменсене хавхалантарса.
Малалла районти тĕп шкулсенчен килнĕ вĕренекенсем старта тухрĕç. Хĕрсемпе каччăсем хĕрÿ тупăшура çĕнтерĕве алăран вĕçертесшĕн пулмарĕç. Спортра чи вăйли кăна çĕнтерет тенине чăна кăларса финиша хĕрсенчен чи малтан  Анжела Константинова /Хирти Явăш/  çитрĕ,  Софья Осипова  /Анат Тимĕрчкасси/ — иккĕмĕш,  Софья   Ильина /Тăманлă  Выçли/,  Валентина   Артемьева /Кĕçĕн Çĕрпÿел/ ăмăртура виççĕмĕшсем пулчĕç. Арçын ачасенчен чи хăвăрт чупаканни — Даниил Трофимов ?Анат Тимĕрчкасси/. Ильмир Шарафутдинов /Чĕчкен/, Максим Хлебников /Хырхĕрри/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсемпе палăрчĕç.
Вăтам шкулсен ушкăнĕнче дистанцие чи хăвăрт парăнтаракан хĕрсенчен Яна Осипова /Аслă Чурачăк/ пулчĕ. Шурут вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Ильвина Алимова финиша иккĕмĕш çитрĕ пулсассăн, Ильнара Сайфуллова виççĕмĕш пулчĕ. Ар-çын ачасенчен Шурут вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем 3 çухрăмлă дистанцие чи хăвăрт парăнтараканнисем пулчĕç. Максим Михеев, Никита Носков йĕлтĕрпе питĕ хăвăрт ярăнаççĕ. Çак дистанцирех Никита Бархонов /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/, Егор Мартынов /Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ/ виççĕмĕш вырăна тухрĕç.
Ăмăртăва районти ял тăрăхĕсен командисем те хутшăнчĕç. Комсомольски ял тăрăхĕн спортсменĕсем пĕрремĕш çитрĕç. Иккĕмĕш вырăнта — Александровка ял тăрăхĕн команди, Тукайсем — виççĕмĕшсем. Кашни ушкăнри çĕнтерÿçĕсем Хисеп грамотисене, парнесене тивĕçрĕç.
Сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансем пĕр ăмăртуран та пăрăнманни савăнтарать. Çакăнта вара уйрăмах спорт ветеранĕсене асăнса хăварас килет. Федор Ефимов, Олег Матросов, Василий Пундяков çулĕсене пăхмасăрах йĕлтĕр çине тăраççĕ, çухрăм хыççăн çухрăм парăнтараççĕ. Çамрăксен вĕсенчен тĕслĕх илмеллех. Хаçат вулаканĕсене вара аса илтерсе хăваратпăр. Вăрманта йĕлтĕрпе ярăнса киленме трассăна хута янă. Йĕлтĕрçĕсем тĕрлĕ çухрăмлă дистанцисенче ярăнма пултараççĕ.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *