«Наско» яланах пулăшма хатĕр

«Наско» яланах пулăшма хатĕр

«Инкекпе синкек хушши пĕр утăм çеç»,— теççĕ. Çапах та синкер сиенне кăштах та пулин саплаштарма пулать. Çакнашкал йывăр лару-тăрăва лексен нимсĕрех тăрса юлас мар тесен пурлăха маларах страхлама май пур. Районта çак енĕпе «Наско» страхлав компанийĕ аван ĕçлесе пырать. Тивĕçтерÿ ĕçĕсемпе çак уйрăмри агентсем республикăра та малта пыраççĕ. Малашлăх ĕмĕт-тĕллевĕ мĕнле-ши çакăнта ĕçлекенсен* Ыйту-хуравне тупас тĕлĕшпе «Наско» страхлав компанийĕн Комсомольскинчи уйрăмĕн ертÿçипе Алмазия Минибаевăпа тĕл пултăм.

— Алмазия Шакирзяновна, нумайăшĕ сирĕн страхлав уйрăмне суйласа илет. Апла пулсан, çынсем сире шанаççĕ?
— Клиентсем «Наско» компание шанчăклăн суйласа илеççĕ. Рынокра 23 çул ĕçлет вăл. Атăлçи федераци округĕнче те чи пысăкки шутланать. Компани çынсен ыйтăвĕсене вăхăтра тивĕçтерес тесе вăй хурать, инкек килсе çапсан клиента кĕске вăхăтра укçа-тенкĕ куçарса парать. Тарифсем те халăха çывăх.
— Сирĕн тарифсем ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ;
— Страховани йĕркисемпе тата хаксемпе «Наско» компанин официаллă сайтĕнче тĕплĕнрех паллашма пулать. Кунта çакна палăртса хăвармалла, агентсем клиент кăмăлне тивĕçтерекен условисем сĕнме пултараççĕ. Килĕшÿ тунă чухне ăçта пурăннине, пурлăх хакне шута илеççĕ. Çакă страхлав тÿлевне те чакарма май паратех. Тĕслĕхрен, «Дом-экспресс» программăпа çурта, хуралтăсене пушартан, сирпĕнесрен, аçа çапасран страхлама пулать. Кунта çут çанталăк инкекĕсене, хăш-пĕр çын курайманлăхпа хăтланнине те кĕртме пулать.
«Çемье вучахĕ» программăпа килĕшÿллĕн страхлакан хака сăмах вĕççĕн те палăртма пултарать. Çакă килĕшĕве васкавлă тума, клиентпа агентăн вăхăтне перекетлеме пулăшать. Тарифсем вара 0,23-пе 0,5 процент хушшинче вылянаççĕ.
— Алмазия Шакирзяновна, инкек пулсан тăкаксене вăхăтра саплаштаратпăр терĕр. Кăçалхи çул ку ĕç еплерех пулса пырать?
— Эпир клиентсене 30 ытла страхлав килĕшĕвĕ сĕнетпĕр. Уйрăм çынсен пурлăхне страхласси, ял хуçалăх страхлавĕ, çемье тата харпăр хăй пурнăçне инкек-синкекрен, транспорта /ОСАГО/ страхласси ÿснĕçемĕн ÿсет. Инкек тÿснисене нихăçан та пулăшусăр хăварман. 2018 çулхи вунă уйăхра кил-çурт, хуралтăсем сиенленнĕшĕн 40 çемьене 870 пин, выльăх-чĕрлĕхшĕн — 9 клиента 277 пин, çын пурнăçне сиен кÿнĕшĕн, кĕтмен инкексемшĕн 14 çынна 51 пин тенкĕ страховани укçи панă. Автомашинăпа аварие лекнисене 4,9 миллион тенкĕ тÿленĕ.
— Хăш-пĕр компанисем хăйсене патшалăхăн тесе ĕнентерме пăхаççĕ. Суя сăмах сарни те тĕл пулать пулас.
— Халăха мĕншĕн улталас; Суя сăмах çиеле тухатех. Инкек тÿснисене вăхăтра пулăшса пыратпăр. Клиентсем «Наско» компание тĕллевлĕ суйласа илни çирĕпленет. Ĕçре çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшатпăр. Халăха майлă вăй хурассине мала хуратпăр. Пирĕн ĕçченсем, вĕсем 25-ĕн, яланах клиент ыйтăвне мала хураççĕ. Инкек пулнă хыççăн чи малтанах документсем хатĕрлеме пулăшаççĕ, экспертсем те çийĕнчех çитеççĕ. Пирĕн хушăра татса паман ыйту çук. «Наско» компанипе çыхăну тытакансен йышĕ ÿссех пырать. Халăх пире шанни тата тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалантарать.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *