Совет Союзĕн геройĕ ячĕпе черетлĕ турнир

Совет Союзĕн геройĕ ячĕпе черетлĕ турнир

Районта Совет Союзĕн Геройĕсем пурĕ пиллĕкĕн: Константин Михайлович Антонов, Георгий Николаевич Чернов, Иван Андреевич Кабалин, Геннадий Габайдуллович Габайдуллин тата Федор Николаевич Чернов.
Федор Николаевич Чернов Асанкасси ялĕнчи хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ентешĕмĕр тăшмана хирĕç тăнă, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1945 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнчи Указĕпе ăна çапăçури хастарлăхпа паттăрлăхшăн «Совет Союзĕн Геройĕ» ята тата «Ылтăн Çăлтăр» медаль парса чысланă. Асанкассисем ентеше манмаççĕ. Федор Чернов ячĕпе ялта урам хисепленет, турнир иртет.
Иртнĕ кунсенче Асанкасси ялĕнче Совет Союзĕн Геройĕ Федор Чернов 100 çул тултарнине халалласа çамрăксем хушшинче йăлана кĕнĕ ирĕклĕ кĕрешÿ турнирĕ кăçалхипе 29-мĕш хут иртнĕ. Унта Чĕмпĕр облаçĕн, Мордва тата Тутарстан Республикисен, çавăн пекех Чăваш Енри Шупашкар, Канаш хулисен, унсăр пуçне Канаш, Патăрьел, Елчĕк, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Вăрнар, Шупашкар тата Комсомольски районĕсен яш-кĕрĕмĕ хастаррăн хутшăннă. Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçнă хыççăн Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Карпов, вырăнти вăтам шкул директорĕ Анатолий Филиппов тата ыттисем спортсменсене турнирта ăнăçу суннă.
Ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе иртнĕ турнирта 51 килограмм виçеллисем хушшинче Асанкасси ялĕнчи Владислав Прокопьев пĕрремĕш вырăна, 36 килограмм виçеллисем хушшинче Антон Степанов иккĕмĕш вырăна, 40 килограмлă яшсем хушшинче Данил Маргиданов, 65 килограмм виçекен каччăсем хушшинче Данил Митюковпа Дмитрий Школьников виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Хĕрупраçсем те турнирта питĕ ăста тупăшнă. 30 килограмм виçекеннисем хушшинче Дарья Яковлева пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. 41 килограмм виçеллисем хушшинче Анастасия Козлова иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Виççĕмĕш вырăнсемпе Анна Маштанова, Ксения Суюкова, Ангелина Карпова палăрнă.
— Çакăн евĕр турнирсем пире тата та хастартарах, спортра маттуртарах пулма пулăшаççĕ. Пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллашни те темрен паха, — тенĕ спортсменсем ăмăрту хыççăн.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *