Икĕ çемьене — çĕр участокĕ

Икĕ çемьене — çĕр участокĕ

Нумай ачаллă çемьесене патшалăх тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшать. Çак тĕллевпе хатĕрленĕ тĕрлĕ программăсем ĕçлеççĕ, çемьесене пособисем тÿлеççĕ.
Декабрĕн 17-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов савăнăçлă лару-тăрура нумай ачаллă икĕ çемьене — Купировсене тата Шакуровсене — Урмаел ялĕнче çурт-йĕр хăпартма çĕр участокĕсен сертификачĕсене панă.
Чăваш Республикин 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче йышăннă 10 №-лĕ «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем парасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн район администрацийĕ паянхи кун тĕлне нумай ачаллă 296 çемьене шута тăратнă. Вĕсенчен 108-шĕ çак участок çинче пурăнмалли çурт-йĕр хăпартасшăн, 187-шĕ хушма хуçалăх йĕркелесшĕн, пĕри дача пек усă курасшăн.
Пурĕ çак тĕллевпе пĕтĕмĕшле 38,81 гектарлăх 271 çĕр участокĕ йĕркеленĕ. Нумай ачаллă 262 çемье çакăн пек участоксемпе усă курать те ĕнтĕ. Вĕсене çак çĕрсемпе тивĕçтересси 88,5 процентпа танлашать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *