Декабрĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.
Ларура виçĕ саккунăн проектне пă-хса тухнă. Вĕсенчен пĕри — ял тăрăхĕсенчи старостăсен статусĕ пирки калакан ĕç хучĕ.
Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева документри уйрăм самантсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă. «Калăпăр, Куславкка районĕнче ял старостисем çĕршĕн налук тÿлемĕç. Кун пирки вырăнти муниципалитет пĕрлешĕвĕ ĕç хутне пăхса тухнă, çăмăллăха çирĕплетсе хăварнă», — тенĕ Наталья Тимофеева. Вĕсене пÿлĕмпе, кирлĕ пек ытти хатĕрсемпе те тивĕçтерме ирĕк пур. Хальхи вăхăтра республикăра 1700 староста вăй хурать.
Чăваш Республикин çутçанталăк министрĕ Александр Коршунов хăйĕн сăмахĕнче федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн, Чăваш Енре вăрмансемпе граждансене усă курма май паракан саккун йĕркине çирĕплетсе хăварсан, халăх ахаль кăна выртакан йывăçсемпе харпăр хăй хуçалăхĕ валли усă курма пултарĕ тенĕ. 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăрмансенче ÿксе пĕтнĕ йывăçран, ахаль кăна выртаканнисенчен, халăх тирпейлесе пуçтарма, хуçалăхра усă курмалли вутă хатĕрлеме пултарать.
Промышленноçа аталантарас тата экономикăна çĕнĕлле вăй илтерес ыйтусемпе çыхăннă патшалăх программи пирки Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин каласа панă.
ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов докладра вĕрентĕве аталантарас ыйту пирки чарăнса тăнă. Патшалăх программинче 7 тĕп çул-йĕр пуррине асăннă.
Спорта аталантармалли патшалăх программи те паха, ăна ларăва пухăннисем ырланă. Чăваш Республикин спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Богаратов хăйĕн сăмахĕнче регионта кулленех спортпа туслашакансен йышне 43,5 процентран 60 процента çитерме тĕллев лартнă.
Ларура патшалăхăн тăватă программине те пăхса тухса йышăнса хăварнă. Вĕсем пĕтĕмпех наци программипе тÿр килсе тăраççĕ.