Кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ

Кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ

Декабрĕн 12-мĕшĕнче Раççейре йышăну кунĕ иртрĕ. Граждансене РФ Президенчĕн йышăну пÿлĕмĕсенче, патшалăх тата вырăнти влаç органĕсенче кăнтăрлахи 12 сехетрен пуçласа каçхи 8 сехетчен йышăнчĕç. Йышăну кунне кашни çулах йĕркеленин тĕллевĕ — патшалăх е вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем çынсене хумхантаракан ыйтусене татса пама пулăшасси, вĕсене уçăмлатасси. Çавна май районта пурăнакансене район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç. Çийĕнчех татса пама май пур ыйтусем çине хуравсем пачĕç, патшалăх влаç органĕсене пырса тивекеннисене çитес вăхăтра хуравлĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн Александр Осиповăн пÿлĕмĕнче йĕркеленĕ йышăну кунне районта пурăнакансем чылайăн килчĕç. Александр Осипов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Инна Лепешкина, капиталлă строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Краснов, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи Ирина Белобаева район çыннисен ыйтăвĕсене хуравларĕç тата шута илчĕç. Ял çыннисен вара ыйту сахал мар. Пенси укçи, социаллă хÿтлĕх ыйтăвĕсем канăç памаççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав тăвасси те хумхантарать. К.Антонов микро- районĕнче пурăнакансем пурăнакан вырăна хăтлăлатасшăн, тирпей-илем кĕртесшĕн.
— Раççейĕпех йышăну кунĕ йĕркелесси йăлана кĕни — çав тери ырă пулăм, мĕншĕн тесен çак кун влаç органĕсен представителĕсемпе курса калаçма, ыйтăва уçăмлатма, сÿтсе явса пĕр шухăш патне килсе тухма май пур, — терĕç йышăнăва килнисем.

А.АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *