Конституци — право тытăмĕн шăнăрĕ

Раççей Федерацийĕн Конституцине 1993 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм халăх референдумĕнче йышăннă. Конституци Раççейĕн пĕтĕм право тытăмĕн шăнăрĕ.
90-мĕш çулсен вĕçĕнче Раççей Конституцийĕн сахалтан та икĕ политика кризисне тÿсме тивнĕ, вĕсенчен вăл чыслăн çĕнтерсе тухма пултарнă. Ун умĕн 1918 çулта йышăннă РСФСР Конституцийĕ, 1924 çулта йышăннă тата советсен çĕршывĕнче социализм çĕнтерĕвне çирĕплетнĕ СССР-ăн пĕрремĕш Конституцийĕ пулнă. Вĕсене 1937 çулхи Конституци тата 1977 çулхи Конституци /Совет Союзĕ арканичченех ĕçленĕ/ улăштарнă.
Паянхи Конституци — Раççей патшалăхĕн демократиллĕ аталанăвĕн çирĕп никĕсĕ. Вăл ырă пуçарусен декларацийĕ кăна мар, чăннипех те тÿррĕн ĕçлекен документ. Конституци кирек хăш çĕршыв çыннишĕн те — саккун, ăна кашнинех пĕлмелле.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *