Пятница, 26 апреля

Чунтан парăннисем ĕçе васкаççĕ

Чунтан парăннисем ĕçе васкаççĕ

Кашни кăларăмра тенĕ пек вулакансене хаçат-журнал çырăнмаллине аса илтеретпĕр. Пĕр çур çула ирттерсе яратпăр кăна теприншĕн пăшăрханма пуçлатпăр. Информаципе технологи ĕмĕрĕнче — Интернет тыткăнĕнче — пурăннăран хаçат-журнал çырăнтарасси кунран-кун йывăрланса пырать. Çакна эпир çеç мар, уйрăмах почтальонсем туяççĕ.
— Çамрăксем хăйсене мĕн кирлине пĕтĕмпех тĕнче тетелĕнчен пĕлеççĕ. Вĕсем периодика изданийĕсене вуласшăн мар. Аслă ăру çыннисемшĕн вара пичет кăларăмех хаклă. Кирек хăш вăхăтра алла илме, кирлĕ пулсан кăранташпа йĕрлеме май пуррипе паха вăл, теççĕ хаçат тусĕсем, — пĕлтерчĕç мана Хирти Сĕнтĕр почта уйрăмĕнче тăрăшакансем çырăнтару ĕçĕпе кăсăкланаканскере. Тĕлĕнмелле те пек. Анчах та чăннипех çапла. Хаçат çырăнакансен йышĕ çулсерен чакать. Шутласа пăхсассăн çырăнтару декадинче «Каçал ен» хаçата 378,66 тенкĕпе çырăнма пулать. Уйăхне 9 хаçатшăн 63,11 тенкĕ тÿлемелле. Район хыпарçине кашни çемьех çырăнса илме пултарать тесе шутлатăп. Çак шухăшпа почтальонсем те килĕшеççĕ. Вĕсем кунсерен вуншар километр çуран утмалла пулсассăн та хăнăхнă ĕçрен пăрăнмаççĕ. Сăмахран, почта уйрăмĕ ялсенчен чылай аякка вырнаçнă пулсассăн та унта тăрăшакансем кашни кунах çула тухаççĕ. Хаçат-журналне çеç мар, тĕрлĕ таварне те ял çынни патне илсе çитереççĕ. Чăннипех те чăтăмлă та маттур ĕçченсем вĕсем — почтальонсем тесе калас килет. Манпа пурте килĕшеççех тесе шутлатăп.
— Тĕслĕхрен, Нĕркеç ялне хаçат-журналпа тивĕçтерекен Надежда Шербустанова яланах плана тултарса ĕçлет. Хаçат-журнал та чылай çырăнтарать, унсăр пуçне тавар та сутать. Маттур вăл, — тет почта начальникĕ Мария Петухова.
Хирти Сĕнтĕр, Хирти Ĕнел ялĕсене хаçат-журнал, çыру валеçекен Мария Константинова та кунсерен кашни вулакан патне çитме тăрăшать.
«Каçал ен» хаçата юратаççĕ. Пенси валеçмессерен пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çырăнтаратпăр. Хăшĕсем хăйсемех аса илтереççĕ, теприсене вара темĕнле калаçтарсассăн та ÿкĕтлеме çук. Çитес çур çул валли хальчченхинчен кая мар çырăнтарма тăрăшăпăр», — пĕтĕмлетет Мария Митрофановна.
— Ĕçленине кура тÿлеççĕ. Миçе хаçат, миçе квитанци, миçе открытка… çитерсе панă. Хаçат-журнал, тавар сутни — пурне те шута илеççĕ. Кунсерен миçе километр парăнтарнине, кашни киле çитнине çеç шута илмеççĕ. Почтальонăн ĕç укçи ăмсанмаллиех мар. Çавăнпа та чунтан парăннисем кăна ĕçе васкаççĕ, — терĕ Мария Петухова.

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *