ЧР Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви Раççей çамрăк журналис-чĕсен лигипе тата «Грани» хаçатпа пĕрле шкул хаçачĕсен «Школа-пресс-2019» конкурсне ирттерет.
Ку конкурс 13-мĕш хут иртет. Унчченхи пекех «Шкул кăларăмĕн чи лайăх корреспонденчĕ» номинацире çĕнтерекене «Артека» тата «Орленока» кайма тÿлевсĕр путевка параççĕ. Унсăр пуçне çамрăк журналистсем çак номинацисенче хутшăнма пултараççĕ: «Хула шкулĕн чи лайăх хаçачĕ», «Ял шкулĕн чи лайăх хаçачĕ», «Шкул хаçачĕн чи лайăх дизайнĕ», «Чи лайăх хыпарлав сăнÿкерчĕкĕ».
Кăçал кĕртнĕ çĕнĕлĕх — «Район хаçачĕн чи лайăх çамрăксен страници» номинаци. Конкурс материалĕсене кăçалхи декабрĕн 29-мĕшĕччен çак адреспа: Çĕнĕ Шупашкар хули, Совет урамĕ, 14а çурт ярса памалла. Конкурс çинчен тĕплĕнрех http://www.grani21.ru/tema/shkola-press-2019 сайтра пĕлме пулать.
Конкурса февральте пĕтĕмлетеççĕ. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе тата парнесемпе чыслаççĕ.
Н.КОЛЫВАНОВА.