Пятница, 19 апреля

Ыйту пама пулать

Ыйту пама пулать

РФ Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн çулсерен, 2013 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа, РФ Конституцийĕн кунĕнче РФ Президенчĕн Мускаври, федераллă округсенчи тата ытти çĕрти йышăну пÿлĕмĕсенче, çав шутра пирĕн районта та, граждансене тĕрлĕ ыйтусемпе йышăнаççĕ. Йышăну вăхăчĕ 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен пырать. Декабрĕн 12-мĕшĕнче районти влаç органĕсенче тăрăшакансем те йышăну кунне хутшăнса граждансен ыйтăвĕсем çине хуравлаççĕ.
Кăçал декабрĕн 12-мĕшĕнче хăш адреспа пырса Президента ыйту пама пулнине РФ Президенчĕн официаллă сайтĕнче «Личный прием» страницăна кĕрсе/http://letters.kremlin.ru/receptions/ е патшалăх органĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен официаллă сайчĕсенче вуласа пĕлме пулать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *