Вторник, 16 апреля

Сумлă ята тивĕçнĕ

Сумлă ята тивĕçнĕ

Комсомольскинче пурăнакан Александр Жирнова «Раççей МЧСĕн Тĕп регионаллă центрĕн чи лайăх ирĕклĕ пожарнăйĕ» ятпа чысланă.
Кăçалхи март уйăхĕнче Александр Жирнов пушарта 5 çынна — 2 хĕрарăма тата 3 ачана — çăлнă. Инкек Комсомольскинчи пĕр çуртра тухнă. Александр пушар вырăнне пушарниксенчен маларах çитсе, пĕр минут та тăхтамасăр, çынсене çăлма пикеннĕ. Çывăракан кил хуçисем вăл шакканине тÿрех илтмен, çавăнпа та арçын чÿречерен кĕнĕ. Вăл тÿрех 3 тата 7 çулхи ачасене урама йăтса тухнă, унтан ачасен амăшĕпе кукамăшне тата 5 уйăхри пепкене çунакан çуртран тухма пулăшнă.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *