Хыпарсăр çухалман вĕсем

Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Раççейре Паллă мар салтаксен кунне ирттерме йышăннă. Камсем вĕсем паллă мар салтаксем?.. Вăрçă хирĕнче пур вăйпа тăшмана хирĕç тăракансем, тыткăнра асапланса вилекенсем, тĕлли-палли юлмиччен сирпĕнсе кайнисем… Хыпарсăр çухалнисем…
Кашни ялтах пур ун пек салтаксем. Вăрçа кайнă чух вĕсен ят, хушамат, ашшĕ ячĕ пулнă. Вăрçăри хаяр çапăçу хыççăн вара хăш-пĕр салтак ятсăрах тăпра айне пулнă, çухалнă. Паянхи кун шыравçăсем кунсерен салтак юлашкийĕсене тупса çĕклеççĕ, чылайăшĕ вĕсенчен — ятсăр… Эпир те ытти шыравçăсемпе иртнĕ çулла экспедицире пулнă чух 190 салтака тирпейлесе юлашки çула ăсатрăмăр, анчах та 11-шĕнне çеç ятне тупса палăртма, тăванĕсене пĕлтерме май пулчĕ.
2018 çулта Чăваш Енри 5 салтак тăванĕсем патне таврăнчĕç, тăван ял масарĕ çинче канлĕх тупрĕç. Çывăх вăхăтра Вăрнар районĕнчи Уравăш ялне тепĕр салтак таврăнмалла. Çĕнĕ Мăрат салтакне тупнă Мускав шыравçисем пĕлтĕр тăван çыннине салтакăн медальонне, тупнă вырăн сăнÿкерчĕкне, докуменчĕсене панă.
Çĕнĕ Мăрат ялĕнчен вăрçа тухса кайнисен йышĕ 200-тен иртет, вĕсенчен çурри тенĕ пек каялла  таврăнман.  Астăвăм  кĕнекере /1996 ç./ палăртнă тăрăх пирĕн ялтан 60 ытла çын хыпарсăр çухалнă. Çулсем иртнĕ май нумай документ вăрттăнлăх шайĕнчен тухса пырать. Çавсене РФ Оборона министерстви ОБД-мемориал сайтра кăларса пырать. Сайт çулсерен çĕнелет, çĕнĕ материал кĕртет. Хыпарсăр çухалнисенчен халĕ хăшне-пĕрне шыраса тупма та пулать.
Сăмахран, Çĕнĕ Мăратра 1924 çулта çуралнă Николай Степанович Степанов 18 тултарсан вăрçа тухса кайнă. Каярах вара амăшне Марфа Петровна Оленевăна вăл хыпарсăр çухалнине пĕлтернĕ. Ывăлĕ чĕрĕ-ши, вилнĕ-ши тесе епле çуннă пуль амăшĕн чĕри?.. Паянхи кун паллă — Николай Степанович хыпарсăр çухалман. Стрелоксен 87-мĕш дивизийĕн 262 полкĕнче аслă сержант, взвод командирĕн çумĕ пулнă. Вăл Тухăç Пруссири çапăçура 1945 çулхи акан 19-мĕшĕнче пуçне хунă. Кăшт çеç пурăнса çитеймен çĕнтерÿ кунĕччен. Наутцвинекль таврашĕнче пытарнă ăна. Каярах вара тăванла вилтăприне /братская могила/ Калининград çумĕнчи Космодемьянски ялне куçарнă. Документсем çинче вара салтакăн тăван ялĕн ятне йăнăшпа çырни курăнать — Новая Мурата тата Новая Мурита тени пур.
Тепĕр тĕслĕх пирки те калар. Василий Алексеевич Суромов та Астăвăм кĕнекере хыпарсăр çухалнă пек курăнать. Анчах та ку каллех вăхăтĕнче шыранă чух янă йăнăшсене пула çапла пулса тухнă. Вăрçа тухса кайиччен салтак Немцев хушаматпа çÿренине пире тăванĕ шкула пырсан пĕлтерчĕ. Эпир çийĕнчех сайтсене кĕрсе пăхса тепĕр хут тишкертĕмĕр. Сайтра каллех пирĕн ял ятне йăнăш çырни тĕл пулчĕ — Ново-Шура тенĕ. Немцев Василий Алексеевич 1906 çулта çуралнă /Астăвăм кĕнекере — 1908/, вăрçа малтанхи кунсенчех кĕнĕ. 247-мĕш дивизин 920 полкĕнче стрелок пулнă вăл. Мăшăрĕ Акулина Федоровна кĕтсе илеймен ăна. 1942 çулхи раштавăн 13-мĕшĕнче Смоленск облаçĕнчи Сычевски районĕн Жеребцово ялĕ патĕнчен 300 метрта ытти салтаксемпе пытарнă ентеше. Смоленск тăрăхĕнче ĕçлекен шыравçăсемпе калаçса пăхрăмăр эпир. Василий Алексеевич вилтăприне каярах Аристово ялне куçарнине пĕлтĕмĕр.
Тукай ялĕнчи Илья Захарович Волков Астăвăм кĕнекере 1944 çулта çурла уйăхĕнче çухалнă пек курăнать. Анчах та сайт докуменчĕсене пăхсан ентеш 1944 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче 67-мĕш Çарăн 86-мĕш дивизине çул тытни курăнать. 86-мĕш дивизи çав вăхăтра Тарту хулишĕн çапăçăва кĕме хатĕрленнĕ.
Трофим Тимофеевич Ямщиков та Астăвăм кĕнекере çырнă пек хыпарсăр çухалман. Вăл Ржев хули патĕнчи хаяр çапăçура куçне хупнă. Ржев хули па-тĕнче пытарнă ăна васкакан салтаксем. 1956 çулта салтаксен вилтăприсене Смоленск масарĕ çине тăванла мемориала куçарнă.
Хыпарсăр çухалнă тени салтак вуçех пулманнине е плена лекнине пĕлтермест. Ытларах чухне хыпарсăр çухалнă текен çынсем Тăван çĕршывшăн юн тăкса пурнăçран уйрăлнă. Анчах та вĕсен ятне кăтартакан хут-документ пулман çумра е полкри ытти çынсемпе тĕплĕн паллашса ĕлкĕреймен, е медальона çырса тултарман вăл… Тата тепĕр чух салтак ятне, хушаматне, ял ятне йăнăш çырнипе шыраса тупайманни те пулать. Вăрçă вăхăтĕнче салтак ÿксе вилнине асăрхаса ĕлкĕрейменни те час-час пулнă. Паянхи кунчченех çав салтаксем окопсенче ятсăр выртаççĕ.
Тăван çĕре тăшмансенчен хÿтĕлесе пуçĕсене хунă ятсăр салтаксем хушшинче — пирĕн асаттесем. Апла пулсан асатте ăçта выртнине пĕлмесен те Ятсăр салтак палăкĕ патне пырса чечек хума, вĕсен ятне асра тытма пултаратпăр эпир.
Çĕнĕ Мăратри шыравçăсен «Наследие» отрячĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *