Туслăхра пурăнать ял çынни

Туслăхра пурăнать ял çынни

Комсомольски районне туса хунăранпа 2019 çулхи февраль уйăхĕнче 80 çул çитет. Пысăк та савăнăçлă юбилей ячĕпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме тытăннă та ĕнтĕ. Уява тĕплĕн хатĕрленни сисĕнет.
Акă, иртнĕ эрнере Тукай ял тăрăхĕнче пурăнакансем пысăк концертпа савăнтарчĕç. Юрă-ташăпа çеç мар, уявра Тукай ял тăрăхĕн аталанăвĕпе, çитĕнĕвĕпе туллин паллашма пулчĕ. Кунта пурăнакансем ĕçре те, канура та маттур. Çамрăксем аслăрах çулхисенчен тĕслĕх илсе пыраççĕ. Чăннипех çапла. Акă, ял тăрăхĕнче пурăнакан ветерансем /32 çын!/ сцена çине тухса илемлĕрен те илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Вĕсенчен аслăраххисем, Çĕнĕ Маратри культура çурчĕ çумĕнчи «Ватă ăшши» клуба çÿрекенсем те уявран айккинче юлмарĕç, вĕсем сцена çине тухма вăй-хал çитерчĕç. Анат Тимĕрчкасси, Тăманлă Выçли тĕп, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕсен коллективĕсем, вĕренекенсем, вырăнти культура ĕçченĕсем юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Вырăнти «Шурăмпуç» фольклор ансамблĕ сцена çине тухсан залра ларакансем те пĕрле юрларĕç, ташларĕç. Вĕсем пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнни, пĕр-пĕрне хисеплени уççăн курăнчĕ. Кун пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева та хăйĕн сăмахĕнче пĕрре кăна мар çирĕплетсе каларĕ. Вăл Тукай ял тăрăхĕн пурнăçĕпе, аталанăвĕпе паллаштарчĕ, çитĕнĕвĕсене тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.
— Çĕнĕ самана пире çĕнĕлле пурăнма хистет. Пурнăç вырăнта тăмасть, шав малалла шăвать. Çакна шута илсе влаç органĕсенче тăрăшакансем те пурнăç уттинчен юлмасăр ĕçлеме тăрăшаççĕ. Ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, ялсен социаллă аталанăвĕпе, унăн тасалăхĕпе хăтлăхĕшĕн тăрăшасси, обществăлла ĕçе явăçтарасси — кулленхи ĕçри тĕп тĕллевсем. Кашни кун тĕл пулакан ыйтусене татса парас ĕçре республика, район шайĕнче ирттерекен тĕрлĕ проектсемпе программăсем пысăк витĕм кÿреççĕ. Юлашки çулсенче ял тăрăхĕнче нумай проекта ĕçе кĕртме, программăсене пурнăçлама май килчĕ. Кунта уйрăмах халăх пуçарăвĕпе пурнăçланакан ĕçсене палăртса хăвармалла: Тукай ялĕнче этнографипе культура паркĕ уçăлчĕ, Çĕнĕ Мăрат масарĕнче çĕнĕ пÿрт тунă, Вутлан ялĕнчи масар картине, Тăманлă Выçли культура çурчĕн картине тытнă, Анат Тимĕрчкасси культура çурчĕн чÿречисене улăштарнă, Çĕнĕ Мăрат, Вутлан, Тукай ялĕсенче Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунисен ячĕпе палăксем лартнă, ялсенчи урамсене çутатакан лампочкăсене çĕннисемпе улăштарнă. Ял çыннисем, район администрацийĕ, республика пулăшнипе проектсене кĕске вăхăтра пурнăçлама вăй çитернĕ. Унпа пĕрлех пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртес ĕçре те чылай тăрăшнă. Ял тăрăхĕн территорийĕнче йĕркелекен субботниксене ял çыннисем хастар хутшăнаççĕ. Уйрăм хуçалăхсенчен çÿп-çап турттарса тухасси хальлĕхе — чи çивĕччисен шу-тĕнче. Çакна шута илсе, çĕнĕ саккунсемпе килĕшÿллĕн ĕçле-се малашне ĕç кирлĕ пек йĕркеленсе каясса шанса тăратăп. Пурнăçлани чылай, анчах та ĕçлемелли татах та нумай. Халăх туслă пулни пире татах та вăйлăрах ĕçлеме хистет. Хамăр пурăнакан вырăн яланах илемлĕ те тирпейлĕ, хăтлă пултăр», — палăртрĕ Ольга Петровна хăйĕн докладĕнче.
Тукай ял тăрăхĕнче туслă, маттур çынсем пурăнни тÿрре-мĕнех курăнать. Çĕнĕ Мăратри культура çуртĕнче йĕркеленĕ уяв çакна çирĕплетет те. Кунта юрри-ташшипе киленнипе пĕрлех, выставкăсемпе паллашса тĕлĕнтĕмĕр. Вĕсем чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкрен пуçласа паянхи кунччен епле ĕçлесе пурăннине уççăн сăнласа панă: купăстаран хатĕрленĕ апат-çимĕç, сĕт юр-варĕ, тутлă пыл, чей вĕретмелли курăксем, ĕлĕкхи кил-çуртри савăт-сапа. Алă ăстисен выставки çыхнă, çĕленĕ, тĕрленĕ ĕçсемпе пуян. Ял çыннисемпе хăнасем сăнÿкерчĕксемпе паллашма та хавас.
Пĕр сăмахпа калас пулсассăн, Тукай ял тăрăхĕнче пурăнакансем уява тĕплĕн хатĕрленнĕ. Ватти-вĕтти, çамрăкки — никам та айккинче тăрса юлман. Вăл çеç-и, уява ăрупа хутшăнакансем те пур. Тĕслĕхрен, Басниковсен çемйинех илер. Ăру пуçĕ — Ольга Ильинична Басникова. Вăл çулĕсене кура мар вăр-вар. «Ватă ăшши» клуб членĕ юрлама та, ташлама та ăста. Розăпа Евгений Басниковсем — «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕн членĕсем. Иринăпа Радий Басниковсем те пултаруллă та маттур. Вĕсем — «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕн юрăçисем. Унпа пĕрлех вара ялта иртекен уявсенчен те айккинче юлмаççĕ. Концерт программине шăпах вĕсем ертсе пычĕç. Пултарулăх ăруран ăрăва куçса пырать. Ольга Андреева ĕçчен, пуçаруллă çемьене обществăлла ĕçре яланах хастар пулнăшăн тав туса Хисеп грамотипе, парнепе чысларĕ. Ĕмĕр асăнмалăх çурт çине çакса хума ятарлă вывеска парнелерĕ. Ун çине çапларах шăрçаланă: «Çак çуртра ырă йăла-йĕркене тытса пыракан тăватă ăру çынни туслă пурăнать». Пире пурне те туслăх пĕрлештерет те.
Ял тăрăхĕсем хушшинче иртекен смотр-конкурс старт илчĕ пулсассăн, юрă-ташăпа киленме вăхăт çитрĕ. Ĕнер уяв Элпуç ял тăрăхĕнче пулчĕ. Ун хыççăн фестиваль Асанкасси ял тăрăхĕнче декабрĕн 14-мĕшĕнче иртĕ.
Ольга Андреева: «Тукай ял тăрăхĕн чи хаклă пуянлăхĕ вăл — халăх. Пурте пĕр туслă çемьере пурăнатпăр. Унăн ячĕ — «Тукай ял тăрăхĕ».
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *