Воскресенье, 26 мая

Фестиваль асра юлмалла иртнĕ

Фестиваль асра юлмалла иртнĕ

Чăваш Республикинче пĕрремĕш хут «Возьмемся за руки, друзья!» ятлă ачасен тата çамрăксен наци пултарулăхĕн регионаллă фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Унта 200-е яхăн ача хутшăнчĕ.

Чăваш Енри 19 район-хуларан килнĕ ачасем хăйсен пултарулăхне сцена çинче кăтартрĕç, çавăн пекех декораципе хушма искусство тата ÿнер ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Кашни номере ачасен декораципе хушма искусство енĕпе хатĕрленĕ ĕçĕсен интерактивлă куравĕпе илемлетнĕ. Мĕнле кăна ĕçсем çук кунта?! Пластилинпа ÿкерсе, пэчворк, квиллинг техникисемпе усă курса тунă композицисем, пусмаран хатĕрленĕ аппликацисем, пастельпе, акварельпе, гуашьпа ÿкернĕ ÿкерчĕксем, чăваш тĕрри, вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ тĕрĕсем….
Жюри тата уяв хăнисем çамрăк артистсен пысăк ăсталăхне, костюмсен илемлĕхне, халăхсен культурине туллин сăнлакан номерсен пахалăхне палăртрĕç. Уйрăмах Элĕк, Комсомольски, Пăрачкав, Шупашкар тата Етĕрне районĕсенчен килнĕ ача-пăча пултарулăх коллективĕсен номерĕсем вĕсен кăмăлне кайрĕç. Фестиваль-конкурс çĕнтерÿçисене Дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç.
Уява йĕркелекенсем фестиваль-конкурса ирттересси йăлана кĕрессе, тепĕр çул та пултаруллă нумай ачана пуçтарасса шанаççĕ.

Ф.ГИБАТДИНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *