Вторник, 23 апреля

Тамара Крылова – 90 çулта

Тамара Крылова – 90 çулта

Нумаях пулмасть Йăлмахва ялĕнче пурăнакан Тамара Крылова 90 çулхи юбилейне уявланă. Çак паллă кун ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Инна Лепешкина, Кайнлăк ял поселенийĕн пуçлăхĕ Альберт Кузьмин, культура ĕçченĕсем тата çывăх тăванĕсемпе тус-юлташĕсем саламланă. Вĕсем юбиляра çирĕп сывлăх, пархатарлă кун-çул суннă.
Инна Николаевна вăрăм ĕмĕрлĕ кинемее РФ Президенчĕ Владимир Путин янă саламлă çырăва вуласа панă, асăнмалăх парнепе савăнтарнă.
Тамара Михайловна çулĕсене кура мар çирĕп вăй-халлă. Вăл чылай çул тăван «Знамя» колхозра ĕне ферминче вăй хунă. Тамара Крылова мăшăрланман, ача-пăча çуратман, чун киленĕçне юратнă ĕçре, тăван колхозра тупнă. Ĕçре тăрăшулăхпа палăрнăшăн Тамара Михайловна чылай наградăна тивĕçнĕ. Халĕ вăл хăйĕн йăмăкĕпе тата унăн ачисемпе пурăнать. Вĕсем кинемее хисеплеççĕ, сума сăваççĕ.

Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *