Юрра-ташша пит ăста, савăнар-ха пур йышпа

Юрра-ташша пит ăста, савăнар-ха пур йышпа

Ноябрĕн 29-мĕшĕнче Çĕнĕ Мăратри культура çуртĕнче савăнăçлă лару-тăрура фестивале çул пачĕç. Тукай ял тăрăхĕнче пурăнакансем, культура ĕçченĕсем, педагогсем, вĕренекенсем чи илемлĕ юрă-ташăпа куракансене савăнтарчĕç. Вăл çеç-и? Фойере вырăнти ăстасен ĕçĕсен куравне тата тăван ял, тăван кил темăпа çыхăннă сăнÿкерчĕксен выставкине йĕркеленĕ. Фестивале Тукай ял тăрăхĕнче пурăнакан кашни çын тÿпе хывнă. Тĕплĕнрех çитес номерте çырса пĕлтеретпĕр.
Вулакансене аса илтеретпĕр, çитес концерт декабрĕн 6-мĕшĕнче Элпуç ял поселенийĕнче иртет. Элпуçсем куракансене хăйсен юрри-ташшипе савăнтарĕç.
Комсомольски районне туса хунăранпа çитес çул тултарнине халалласа тата наципе культура пуянлăхне упраса хăварас, ял поселенийĕсене аталантарас, халăхăн эстетика, художество тата патриотизм воспитанине анлăлатас, коллективсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес тĕллевпе кăçалхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа 2019 çулхи май уйăхĕччен районта ял поселени коллективĕсен художествăлла пултарулăхĕн смотр-конкурсĕ иртет.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code