Пятница, 26 апреля

Фитнес аннепе пĕрле

Фитнес аннепе пĕрле

Ноябрĕн 30-мĕшĕнче Комсомольски районĕн фитнес-аэробика секцийĕ «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕпе пĕрле Анне кунне халалласа «Фитнес аннепе пĕрле» районти фестиваль иртрĕ. Унта шкул çулне çитменнисен пилĕк вĕренÿ учрежденийĕ хутшăннă. Фестиваль пуçаруçи — Мария Долгова тренер.
Фестивале пĕчĕккисем хушшинче фитнес-аэробикăна тата сывă пурнăç йĕркине аталантарас тĕллевпе ирттерчĕç. Шкул çулне çитменнисемпе ĕçленĕ чухне фитнес-технологисемпе усă курни ачасене спортпа туслаштарать, активлă канăва хăнăхтарать, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хистет.
Фестивальте «Колосок» ача сачĕн ушкăнĕ 1-мĕш вырăна тухнă, «Рябинушка» тата Тукай Мишер вăтам шкулĕ çумĕнчи ача сачĕсене çÿрекенсем 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Эпир ашшĕ-амăшне ачисемпе пĕрле фестивале хутшăнма вăхăт тупнăшăн тав тăватпăр. Малашне те çакăн пек ăмăртусене хутшăнасчĕ. Спорт сывлăха çирĕплетет.
Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисем тата медальсем парса чысларĕç, фестивале хутшăнакансене пылак парнесемпе савăнтарчĕç.
Эпир те спорт фестивалĕн çĕнтерÿçисене саламлатпăр, малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр!
Г.ТУКАЕВА,
Г.ИЛЬЯСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *