Çĕнĕ саккун — çĕнĕ çăмăллăхсем

Çĕнĕ саккун — çĕнĕ çăмăллăхсем

Пенси тытăмне улшăнусем кĕртмелли саккун 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçлать. РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ унпа çыхăннă час-часах паракан ыйтусем çине хурав панă.
Мĕнле тата хăçан пенсии пама пуçлĕç?
2018 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнче йышăннă 350-ФЗ номерлĕ саккун арçынсене 65-ре, хĕрарăмсене 60-ра пенсие тухмаллине çирĕплетнĕ. Анчах та нумайăшĕ тивĕçлĕ канăва маларах тухĕ. Чи малтанах, куçăм тапхăрĕ 10 çула тăсăлĕ. Иккĕмĕшĕнчен, нумай çул ĕç стажĕ пулсан пенсие 2 çул маларах кăларĕç. Виççĕмĕшĕнчен, нумай ачаллă амăшĕсене тивĕçлĕ канăва иртерех яраççĕ. «Сиенлĕ» ĕçсенче вăй хуракансем, «чернобылецсем», инвалид ачасене çитĕнтерекенсем, 5 тата ытларах ача çуратнă хĕрарăмсем пенсие унчченхи пекех тухĕç. Çавăн пекех педагогика, медицина ĕçченĕсем ыттисенчен маларах пенси илме пуçлĕç.
Куçăм тапхăрĕ мĕнле пулĕ?
Пенси ÿсĕмĕ майĕпен — 10 çул хушшинче — улшăнса пырĕ. Ăна кашни çул пĕрер çул ÿстерсе пырĕç. 2020 тата 2022 çулсенче çĕнĕ пенси ÿсĕмне çитекенсем валли уйрăм çăмăллăх çирĕплетнĕ — вĕсем пенсие çур çул маларах илсе тăма пуçлĕç.
Çапла вара 1959 çулта çуралнă арçынсем тивĕçлĕ канăва 60 çул та 6 уйăхра тухĕç, 1964 çулта çуралнă хĕрарăмсем — 55 çул та 6 уйăхра. 1960 çулта çуралнă арçынсем 61 çул та 6 уйăхра пенси илсе тăма пуçлĕç, 1965 çулта çуралнă хĕр-арăмсем — 56 çул та 6 уйăхра.
Малалла вара пенсие çĕнĕ пенси ÿсĕмĕпе килĕшÿллĕн тÿлеме пуçлĕç. Куçăм тапхăрĕ 2028 çулта вĕçленĕ. Ун чухне 1963 çулта çуралнă арçынсем 65-ре, 1968 çулта çуралнă хĕрарăмсем 60-та тивĕçлĕ канăва кайĕç.
Кам валли пенсие тухмалли ÿсĕм малтанхи епкех юлать?
«Сиенлĕ» ĕçсенче вăй хуракансем, «чернобылецсем» тата граждансен ытти хăш-пĕр ушкăнĕсем пенсие унчченхи пекех тухĕç. Тĕслĕхрен, хăрушă тата сиенлĕ условисенче ĕçлекен, 1-мĕш тата 2-мĕш номерлĕ списоксене кĕрекен граждансем пенсие маларах тухаççĕ. Çапла вара арçын 1-мĕш списокпа 10 çул ĕçлесен тивĕçлĕ канăва паянхи пекех 50 çулта тухĕ.
«Пĕчĕк списоксем» валли те пенси çăмăллăхĕсене сыхласа хăварнă. Ку йĕрке локомотив бригадисенче ĕçлекенсене, хĕрарăм-текстильщицăсене, пулă тытмалли карапсен ишев составĕн ĕçченĕсене, уголовлă наказание пурнăçа кĕртекен учрежденисенче ĕçлекенсене тата ытти хăш-пĕр категорисене пырса тивет.
Пенси ÿсĕмĕ летчик-испытательсем тата радиаципе техногенлă катастрофăсенче шар курнисем валли те сыхланса юлать.
Хальхи пекех 5 тата ытларах ача çуратнă хĕрарăмсем, инвалид ача ÿстерекенсем, çурçĕр районĕсенче ĕçлесе пурăнакан 2 тата ытларах ачаллă хĕрарăмсем, çар тивĕçĕсене пурнăçланă чухне инвалид пулса юлнă çынсем тата куç курманнипе 1-мĕш ушкăн инваличĕсем пенсие иртерех тухĕç.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *