Суббота, 20 апреля

Салонра — выставка

Салонра — выставка

Чăваш хĕрарăмĕ мĕн ĕлĕкрен алă ĕçĕ тума ăста пулнă. Пир тĕртме те, çăм арлама та, кĕпе-саппун, тутăр çĕлеме те, тĕрлеме те, çыхма та вăхăт тупнă. Халĕ те çак йăлана чунтан юратакансем пур. Маттур хĕрарăмсем пушă вăхăт тупăнсанах тĕрлеме, чĕнтĕр çыхма лараççĕ. Вĕсен ĕçĕсем чăннипех илемлĕ. Пĕр-пĕрин паха япалисемпе паллашма, вĕренме час-часах выставкăсем йĕркелени пулăшать.
Акă, çак тĕллевпе районти «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕн ĕçченĕсем Пĕтĕм тĕнчери Анне кунĕ ячĕпе çулсерен ятарлă выставка йĕркелессине йăлана кĕртнĕ. Музей заведующийĕ Алена Полякова кашни çулах тĕрлĕ маршрутпа çÿрекен автобуссенче алă ĕçĕсен куравне йĕркелет. Сăмахран, 2016 çулта район центрĕнчен тĕп больницăна, Киров поселокне çÿрекен, пассажирсене турттаракан ГАЗеле, пĕлтĕр «Комсомольски — Çĕнĕ Мăрат — Тăманлă Выçли» маршрут çинчи автобус салонне чĕнтĕрлĕ салфеткăсемпе, тĕрленĕ алă тутрисемпе, çыхнă тĕрлĕ тĕслĕ чечексемпе илемлетнĕччĕ. Кăçал Валентина Портнова /Тăманлă Выçли/, Валентина Данилова, Галина Родионова /Хирти Шăхасан/, Марина Петрова /Анат Тимĕрчкасси/ ĕçĕсем пассажирсене туртаракан ГАЗель салонне илем кÿреççĕ, çутатса яраççĕ, чун кĕртеççĕ. Ĕненместĕр-и, çитсе курăр. Автомашина номерĕ — а984аа.
— Анне кунне уявланă май, «Пирĕн аннесен маттур аллисем» курава автомашина салонĕнче пуçласа йĕркелени те асрах-ха. Çула тухакансем выставкăна çав тери хапăлласа йышăнчĕç. Кăçал та автобус салонне илемлетме май тупрăмăр. Пирĕн тĕллев — кашни çын ăстасен ĕçне хак пама пултартăр, паллаштăр, — пĕлтерчĕ Алена Овиковна.
— Автомашинăра выставка йĕркелени чăннипех те ырă пулăм. Музее çитсе курмасăрах алă ăстисен ĕçĕсене хаклама май туса пани çав тери лайăх. Çула тухакан пассажирсем тĕлĕнĕвне пытармаççĕ. Эх! Епле илемлĕ, кунтан тухас та килмест, — теççĕ куллен çула тухакан пассажирсем.

А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *