Анне… Çак тăватă сас палли хăйĕнче мĕн чухлĕ ырă та çепĕç туйăм пытарса тăмасть-ши? Сăвăçсемпе композиторсем аннене ахахпа та, çутă çăлтăрпа та, чи хитре чечекпе те танлаштараççĕ. Анне вăл — пурнăç, юрату, кил-çурт ăшши, тăнăçлăхпа лăпкăлăх хуçи… Аннесен алли те ылтăн. Кил-çурта тытса пынипе пĕрлех тĕрлĕ ĕç тума та ĕлкереççĕ вĕсем.
Районти «Çĕр тата çынсем» музейре ноябрĕн 28-мĕшĕнче «Аннен ылтăн аллисем» тĕрĕллĕ картинăсен куравĕ уçăлчĕ. Ăна Аннесен кунне тата район 80 çул тултарнине халалланă. Картинăсен ăсти — Аслă Чурачăкра пурăнакан Елена Геннадиевна Просвирнова. Хĕрарăм вырăнти культура çуртĕнче ĕçлет, мăшăрĕ, Сергей Александрович, культорганизатор.
— Просвирновсем — ялта хисеплĕ, ĕçчен çемье. Кил-тĕрĕшре выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, хур-кăвакал усраççĕ. Мăшăрĕпе вĕсем икĕ ача çитĕнтернĕ. Аслă хĕрĕ Алина çемьеллĕ, кĕçĕнни, Аня, дизайнер. Елена Геннадиевна кулленхи ĕçсене вĕçлесен, каçхине канма ларсан, аллине йĕппе çип тытать те тĕрĕ хыççăн тĕрĕ тăвать. Шурă пусма часах сăн илет, илемленет, каярах вара, тĕрлĕ тĕсĕпе куçа тыткăнлакан картинăна çаврăнать, — терĕ ĕçтешĕ Елена Шуряшкина.
Курава Аслă Чурачăкри культура çуртĕнчи «Илем» ушкăн уçрĕ. Вĕсен шăпчăк евĕр уçă та çепĕç сасси алă ĕçĕсемпе капăрланнă зала татах та хитрелетрĕ. Тĕрĕсем пирки калас пулсан, мĕн тĕрли кăна çук-ши кунта?! Вазăри чечексем, кайăксем, хавас кăмăллă икĕ хĕр пĕрчи, сирень, вăрман, кăкшăмлă хĕрарăм, çамрăк ача, акăшсем, чечексемпе симĕс вăрман хутлăхĕнче тĕлĕрекен капмар çурт, юхса выртакан шыв… Тĕрлемелли ĕçсене тĕрĕ ăсти Интернетра шыраса тупать.
«Тумламран кÿлĕ пулать, — теççĕ халăхра. Просвирновсен çурчĕ пĕтĕмпех тĕрĕ ăшĕнче. Чÿрече, алăк каррисем — пурте алă вĕççĕн «çитĕннĕскерсем».
— Алă ĕçĕпе ларма чăтăмлăх, илеме туйма пĕлни кирлĕ. Ку ĕçе пур çын та пурнăçлама пултараймасть, районта çакăн пек пултаруллă хĕрарăмсем пурришĕн савăнатпăр. Район çыннисене вара выставкăна çитсе курма йыхравлатпăр, — терĕ «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕн заведующийĕ Алена Полякова тĕрĕ ăстине Тав хучĕпе чысласа.
Курав декабрь уйăхĕн вĕçĕччен пырать. Туссем, унпа паллашма васкăр. Кайса курсан — ÿкĕнмĕр.
А.ИСАЕВА.