Хутшăну çирĕпленет

Ноябрĕн 28-мĕшĕнче ЧР Правительство çур-тĕнче Беларуç Республикипе Чăваш Республики хушшинчи ăслăлăхпа техника, суту-илÿпе экономика тата культура çыхăнăвĕсене анлăлатас енĕпе ĕçлекен ушкăнăн XI ларăвĕ иртнĕ.
Ларура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Беларуç Республикин Правительстви суту-илÿпе экономика, ăслăлăхпа техника тата социаллă пурнăçпа культура енĕпе 2017—2019 çулсем валли тунă килĕшĕве тĕпе хурса палăртнă мероприятисене ĕçе кĕртнине сÿтсе явнă. Экспорт тата импорт хутшăнăвĕсен кăçалхи тăхăр уйăх кăтартăвĕсемпе вăл иккĕмĕш вырăнта тăрать. Тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ 17,2 процент ÿснĕ, экспорт — 19,5 процент, импорт 16,3 процент хăпарнă.
«Ÿсĕм пурри пире малашне тата та тухăçлăха ÿстерсе пыма хавхалантарать. Экспорта промышленноç таварĕсене куçарма меллĕ. Пуласлăхри потенциал тата та пысăк пуласса туятпăр», — палăртнă Михаил Игнатьев.
Ларура Чăваш Республикипе Беларуç Республики хушшинчи ăслăлăхпа техника, суту-илÿпе экономика тата культура çыхăнăвĕсене анлăлатас енĕпе ĕçлекен ушкăн пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *