Спортпа туслашса сывлăха çирĕплетер!

Спортпа туслашса сывлăха çирĕплетер!

Ноябрĕн 24-мĕшĕнче, шăматкун, районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче спортпа сывлăх кунĕ иртрĕ. Спорт уявне районти вăтам, тĕп шкулсенче пĕлÿ пухакансем, ача садне çÿрекенсем, спортсменсем, ентешсем хаваспах хутшăнчĕç. Чăннипех те пысăк уяв пулчĕ çак кун.
Спортпа сывлăх кунĕ Мария Долгова тренер ертсе пыракан фитнес-аэробика ушкăнне çÿрекен ачасен спорт ташшинчен пуçланчĕ. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов спорт кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, пурне те сывлăха çирĕплетме, спортпа туслă пулма чĕнсе каларĕ.
— Паян çакна пурнăçлама районта пур услови те çителĕклĕ. «Кĕтне» ФСКа алăкĕсем кашни çыншăн уçă. Ялсенче спорт, хоккей площадкисем хута кайнă. Хĕллехи вăхăтра йĕлтĕрпе ярăнса киленме кăмăл кăна пултăр. Апла пулсассăн пурте сывă пурнăç йĕркипе пурăнар, — терĕ вăл саламласа.
«Кĕтне» ентешлĕх председателĕ Валери Туркай районта спортпа сывлăх кунне йĕркелесси йăлана кĕтĕр терĕ. Вăл Каçал тăрăхĕ паллă çынсемпе пуян пулнине тĕслĕхпе çирĕплетрĕ. Çак спорт кунне паллă ентеше, тава тивĕçлĕ спорт мастерне Николай Краснова халалларĕç. Вăл çĕршывĕпе паллă вун-вун спортсмен хатĕрленĕ. Уява чăннипех те спортпа ĕмĕрĕпех туслă çынсем килсе çитнĕ — Евгений Зимцов, Александр Жуков, Василий Пундяков, Владимир Краснов, Вениамин Белков, Анатолий Давыдов, Галина Волкова, Алексей Волков, Рафик Тимергалеев тата ыттисем те. Вĕсем паянхи çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.
Районти «Кубня» футбол командине 2-мĕш дивизионта 1-мĕш вырăна тухнă ятпа Хисеп грамотисемпе тата медальсемпе наградăларĕç. Пĕтĕм Раççейри фитнес-аэробика ăмăртăвĕсенче малти вырăна тухнă çамрăк спортсменсене Вика Степановăна, Катя Шатовăна, Ульяна Воробьевăна, Катя Жуковăна, Лиза Читнаевăна район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав хучĕсемпе чысларĕç.
Спортпа сывлăх кунĕнче пурте пĕрле тăрса зарядка туни те кăмăла çĕклерĕ. Ун хыççăн вара тĕрлĕ ăмăртусем пуçланчĕç. Спортсменсем волейболла, мини-футболла, алă вăйне виçсе, ирĕклĕ майпа кĕрешсе, ишсе, велосипедпа ăмăртса, шашкăлла выляса тупăшрĕç.
Велосипедпа хăвăрт ярăнакансем «Колосок» ача садне çÿрекенсем пулчĕç, «Пилеш» ача сачĕн шăпăрланĕсем — иккĕмĕшсем. Ишекенсем хушшинче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем хастартарах пулчĕç. Вĕсем — пĕрремĕшсем, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн ачисем — иккĕмĕшсем, Урмаелсем — виççĕмĕшсем. Алă вăйне виçекен арçын ачасенчен тĕрлĕ виçесенче Нияз Гибатдинов, Алмаз Диканеев, Иван Янин, Разиль Сахров мала тухрĕç. Хĕрсенчен Эльмира Хамидуллова, Анастасия Пыркина 1-мĕш вырăна тивĕçрĕç. Мини-фубол вăййинче 5 команда тупăшрĕ. Пĕрремĕш вырăна «Дружба» команда тивĕçрĕ. «Гигант-2» команда — 2-мĕш, «Тимерчеево» виççĕмĕш пулчĕç. Шашкăлла вылякан ветерансем хушшинче Николай Индюков палăрчĕ, Алексей Волков —иккĕмĕш, Василий Пундяков виççĕмĕш пулчĕç.
Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем хушшинче те тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Тĕрлĕ виçере вăй виçрĕç спортсменсем. Дарья Яковлева, Антон Андреев, Ильмир Зиатдинов, Надиф Медведев, Владислав Прокопьев, Радиф Мифтахутдинов, Станислав Волков хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. Волейбол ăмăртăвĕнче «Токаево» команда мала тухрĕ. Шурутсемпе Асанкассисем — 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче. Ăмăрту- сенче мала тухнă командăсене Хисеп грамотисемпе наградăларĕç.
Спортпа сывлăх кунĕ çĕнтерÿшĕн ăнтăлмалли кун çеç мар, пире, кашнине сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хавхалантаракан кун та.

А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code