Чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Хырхĕрри ялĕн культура çуртĕнче тĕп юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ тата пултарулăх сезонĕ уçăлнă ятпа савăнăçлă уяв концерчĕ иртрĕ.
Çĕнетнĕ культура çуртне хĕрлĕ хăю кассах уçрĕç. Уява районти централизациллĕ клуб тытăмĕн директорĕ М.А. Илларионова, Хырхĕрри ял поселенийĕн специалисчĕ В.И.Петрова, «Восток» ЯХПК председателĕ В.Г.Михеев хутшăнчĕç. Хăнасене вырăнти культура ĕçченĕсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.
Мария Алексеевна культура çуртне тĕпрен юсаса пĕтернĕ, пултарулăх сезонне уçнă ятпа пурне те ăшшăн саламларĕ.
— Çак сцена нихăçан та пушă ан тăтăр. Кунта яланах юрă-ташă çынсене хавхалантарса та савăнтарса пурăнтăр. Зал вара паянхи кун пекех куракансемпе тултăр. «Палан» фольклор ушкăнне районта çеç мар, ытти районсенче те пĕлччĕр, — терĕ вăл.
Валентина Петрова, «Восток» ЯХПК ертÿçи Валерий Михеев та салам сăмахĕсем каларĕç. «Палан» фольклор ушкăнне Валерий Геннадьевич асăнмалăх парне, чей вĕретмелли сăмавар парса хавхалантарчĕ.
Уява Хырхĕрри культура çурчĕ çумĕнчи «Палан» фольклор ушкăнĕ «Палан» ятлă юрăпа пуçларĕ. Коллектива М.В.Бархонов ертсе пырать.
Хаваслă уява Йĕпреç районĕнчи «Улах» фольклор ушкăнĕ, Елчĕк районĕнчи «Таябинка» хĕрсен ушкăнĕ килсе çитрĕç. Куракансем кашни юрра-ташша тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç.
Вера Горбунова культура ĕçченĕсене пĕтĕм ял-йыш ячĕпе саламларĕ. Коллектива та юрă-ташăпа халăха савăнтарнăшăн тав турĕ.
— Туслăх кĕперĕ кÿршĕ районсем хушшинче тата та малалла аталанса, çирĕпленсе пытăр, — терĕ.
Ялта культура вучахĕ сÿнменни савăнтарать. Эпир юрлатпăр, ташлатпăр, савăнатпăр.
Н.ЕРШОВА.