Четверг, 25 апреля

Шăматкун – Спорт уявĕ

Шăматкун – Спорт уявĕ

Ноябрĕн 24-мĕшĕнче районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче Комсомольски районĕн спорт кунĕ иртет. Çавна май спорт комплексĕнче тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелеççĕ. Унта районта пурăнакансем çеç мар, тĕрлĕ хуласенчи ентешсем те хутшăнаççĕ. Уява Комсомольски ялĕнче çуралса ÿснĕ паллă спортсмена, тренера, Владимир Краснов ентеше халаллаççĕ.
Çак кун алă вăйне виçсе, ишсе, шашкăлла выляса, ирĕклĕ майпа кĕрешсе, велосипедпа ăмăртса, волейболла выляса, мини-футболта тупăшса ăмăртма май пулĕ. Ăмăртусем 10 сехетре пуçланаççĕ, спортсменсене 8.30—9.30 сехетчен регистрацилеççĕ.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *