Библиотекăна парне – кĕнеке

Библиотекăна парне – кĕнеке

Библиотекăшăн чи пысăк пуянлăх — кĕнеке. Ăна парнелени — кĕнекене иккĕмĕш пурнăç, вулакана вара киленĕç парнелени. Библиотекарьсем — вулаканпа кĕнеке хушшинчи çынсем. Вĕсем кĕнеке валли вырăн тупаççех.
Акă, тĕслĕхрен, çак кунсенче Дубовкăри ял библиотеки тĕрлĕ литературăпа пуянланчĕ. Вырăнта пурăнакан, кĕнеке вулама яланах вăхăт тупакан Елена Владимировна Котенок килĕнчи тĕрлĕ жанрлă кĕнекисене вырăнти вулавăша парнелерĕ: детектив, историллĕ литература, фантастика, вырăс тата ют çĕршыв классики. Кĕнеке пурнăçра пысăк вырăн йышăннине ăнланать Елена Котенок.
— Хăвăр вуласа тухнă кĕнекене кама та пулин парас тетĕр пулсан нумай шухăшламасăрах библиотекăна çитме пултаратăр. Çакăн евĕр ыркăмăллăх ĕçне кирек епле организаци е уйрăм çын та пурнăçлама пултарать. Елена Владимировна пуян кăмăл-туйăмлă пулни вăл ыттисемшĕн тăвакакан ырă ĕçсенчен палăрать. Тавтапуç ăна пире хисепленĕшĕн, паха парнишĕн, — теççĕ Дубовка ялĕн библиотекине çÿрекенсем.
Кĕнеке вулакансемшĕн чăннипех те пысăк парне. Ăна вулавăша парнелени, халăх патне çитерни — усăллă.
Усăллă ĕç туни, пĕр-пĕрне савăнăç парнелени вара — пархатарлă, кăмăллă пулăм. Сирĕн пек ырă çынсем хыççăн яланах ырă ят çÿретĕр.

Татьяна ВОЛКОВА,
библиотекарь.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *