Маттур çыннăн ĕçĕ хисепре

Маттур çыннăн ĕçĕ хисепре

Районти çынсем чылайăшĕ астăваççĕ пулĕ: йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен павильонта, иртнĕ ĕмĕрĕн 70—80-мĕш çулĕсенче хĕрарăм-фотограф ăнăçлă ĕçленине.
Шурут ялĕнчи тимĕрçĕ Коля хĕрĕ Вера Николаевна /Корнилова/ Скворцова пулнă вăл. Пурăннă пулсан кăçалхи октябрĕн 31-мĕшĕнче 88 çула пуснă пулĕччĕ. Ырă кăмăллăскерпе 59 çула яхăн пурăнтăмăр. Виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса пăхса ÿстернĕ. «Россия» колхозра тăрăшса ĕçленĕ вăл. «Коммунизмла ĕç ударникĕ» ятлă паллăсемпе палăртнă унăн ĕçне. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа кăларнă медальпе наградăланă ăна. Эпĕ павильонта фотографра ĕçленĕ чухне мана пулăшма пыратчĕ. Негативсенчен позитивсем пичетлесе паратчĕ. Çапла пĕчĕккĕн фотографи ĕçне ăнкарса пычĕ. Эпĕ район хаçачĕн редакцине ĕçлеме куçсан, ман вырăна йышăнчĕ. Фотопроцессене çăмăллатмалли меслетсем туса патăм. Чи лайăх проявитель, фенидонпа, фототаймер, пичетлемелли станок, стационарта усă курмалли штатив тата ытти те… Хăнăхса çитсен, манран виçĕ хут лайăхрах ĕçлеме пуçларĕ. Клиентсем нумай пулнипе плана ирттерсе тултарнă. Çав тапхăрта комбинатри «инженер» должноçне пĕр хĕрарăм вырнаçрĕ. Хăй нимĕн тума пĕлмен пулин те, фотографăн ĕçне хисеплемерĕ.
Çапла ултă çул ĕçленĕ хыççăн, тăрăшни харама кайса пынине кура, фотографи ĕçне пăрахма тиврĕ. Вера Николаевна ĕçе пăрахсан, павильонти сăн ÿкерттерекен пÿлĕм хупăнчĕ. Йĕркеллĕ ĕçлекенсем тупăнмарĕç. Патăрьелĕнчен Заплаткина текенскере те ĕçе илсе пăхрĕç. Юлашкинчен В.Махминов тăрăшрĕ.
Таврара ырă кăмăллă çынсем сахал мар, вĕсем пурнăçа илемлетеççĕ, тăнăçлăх кÿреççĕ. Пирĕнтен уйрăлса кайнă пулсан та, манар мар вĕсем çинчен, ĕмĕр-ĕмĕр асра тытар.
Н.СКВОРЦОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *