Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакан Шуряшкинсен çемйишĕн ноябрĕн 21-мĕшĕ ĕмĕрлĕхе асра юлĕ — çак кун вĕсене çĕнĕ çуртăн уççине пачĕç.
— Çакăн пек çурт лартса парасса кĕтменччĕ те, ку пирĕншĕн — пысăк парне. Тавтапуç!— терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ Людмила Шуряшкина.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов, «Труд» ЯХПК ертÿçи Ремис Шарафутдинов çемьене çак паллă пулăмпа саламларĕç. Аслă Чурачăк культура çурчĕн ĕçченĕсем сумлă хăнасемпе пухăннисене савăк юрăсем парнелерĕç пулсан, кил хуçисем вĕсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.
— Кил ăшшине упрăр, унăн вучахне нихăçан та ан сÿнтерĕр. Çуртăрта ача-пăчан хаваслă сасси янăратăр, — терĕ Александр Осипов хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн çăра уççине кил хуçисене, Шуряшкинсене, тыттарса.
Хĕрлĕ кирпĕчрен хăпартнă çуртăн лаптăкĕ — 68,3 тăваткал метр. Шалта ăшă, çутă, хăтлă. Çуртра темиçе пысăк пÿлĕм, ваннăйпа санузел та кунтах. Сăмах май, нумай ачаллă, çул çитмен пилĕк е ытларах ачаллă çемьесене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтермешкĕн республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă.
Людмила Юрьевнăпа Александр Васильевич Шуряшкинсем — районти нумай ачаллă çемьесенчен пĕри. Аслисем, паллах, халĕ ашшĕ-амăшĕпе пĕрле мар. Вĕсем çунатланнă ĕнтĕ, хулара пурăнаççĕ. Викăпа Надя хĕрĕсем ашшĕ-амăшне пур енĕпе те пулăшма тăрăшаççĕ.
— Эпĕ 4-мĕш класра вĕренетĕп, Надя йăмăкăм садике çÿрет. Ÿссен вăл тухтăр пуласшăн, эпĕ вара — зоолог. Çакăн пек çутă та хăтлă çуртра пире валли пÿлĕмсем çителĕклĕ, татах та тăрăшарах вĕренĕпĕр, — терĕ Вика савăнăçлăн.
Çемье, çумра — савнă мăшăрпа хамăр кун-çул парнеленĕ ача-пăча, чун юратнă ĕç, çĕнĕ çурт… Çапла, Шуряшкинсем — чăннипех те телейлĕ çемье. Эпир те вĕсене шăкăл-шăкăл калаçса ĕмĕр ирттерме, ача-пăча çитĕнтерме ырлăх-сывлăх, ăнăçу, иксĕлми вăй-хал сунатпăр.
А.ИСАЕВА