Юлашки вăхăтра час-часах банк карттисем çинчен укçа-тенкĕ вăрланă тĕслĕхсем пирки илтме тÿр килет.
Банк карттисем çинчи укçа-тенкĕ ан çухалтăр тесен вĕсемпе усă куракансен асăрхануллă пулмалла. Чăн малтанах çакна асра тытăр: карттăн пин-кодне, унăн реквизичĕсене никама та пĕлтермелле мар тата вĕсене карттăсем çине çырмалла мар. Капла туни сире шульăксенчен сыхланма пулăшĕ.
Банкоматсенчен укçа илнĕ чухне те сыхлăха ан çухатăр: банкоматсем хураллакан вырăнсенче вырнаçнине, карттăна илекен вырăнта, клавиатура тата банкомат çинче урăхла хатĕр-хĕтĕрсем пуррипе çуккине пăхăр. Енчен те сисчĕвленмелли япала асăрхарăр пулсан, тÿрех полици пайне шăнкăравлăр. Чексене банкомат умĕнче пăрахса ан хăварăр — ултавçăсем сирĕн банк карттин номерне тĕпчесе пĕлме пултараççĕ.
Тепĕр чух «банк сотрудникĕ» тесе банк карттин реквизичĕсене ыйтса шăнкăравлани те тĕл пулать. Вĕсемпе, паллах, калаçма кирлĕ мар. Пĕр-пĕр тавара туянма укçа-тенкĕ куçарма ан васкăр. Полици сотрудникĕсен ячĕпе шăнкăравлакансем те хушăран тĕл пулкалаççĕ. Енчен те «Сирĕн ывăл е хĕр аварие лекнĕ…», «Сирĕн тăванăр аварире çын пурнăçне татнă» тесе укçа куçарма ыйтсан тÿрех 02, 020 номерсемпе шăнкăравлăр. Туссем, вăрăсен серепине ан çакланăр, тимлĕ пулăр.
Р.ЗАЙНУЛЛИН,
районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ.